Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Халăхпа пĕрле

о Патшалăх Канашне янă Çырупа паллашнă хыççăн

Халăхпа пĕрле

Пирĕн ял тăрăхне Чулкас, Анаткас, Ямпай, Кивĕ Мăнтăр ялĕсем кĕреççĕ. Кунта пурĕ 2037 çын пурăнать, вĕсен кашнин хăйĕн шухăшĕ, тĕллевĕ уйрăм.

Паян пирĕн ĕç-хĕле йĕркелемелли чи пысăк пĕлтерĕшлĕ программăллă документсенчен пĕри - Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çыру. Унта çапла çырнă вырăн пур: "...Халăх пурнăçĕн шайĕ ỹссе пыни - пысăк пĕлтерĕшлĕ кăтарту...". Акă мĕн вăл пирĕн ĕçри чи пĕрремĕш тĕллев. Чулкас ял тăрăхне кĕрекен ялсенчи граждансем ытлă-çитлĕ, тулăх пурнăçпа пурăнни ЧР Президенчĕ Н.Федоров йышăннă Программăсене пурнăçлама май парать те ĕнтĕ. Çапла пултăр тесен пирĕн чи малтан çыннăн шухăш-кăмăлне улăштарма тăрăшмалла, çĕнĕлле ĕçлеме тытăнмалла. 2006 çула эпир çĕнĕлле пуçларăмăр темелле. Пур çĕрте те вырăнти влаçăн çĕнĕ тытăмĕ вăй илсе пычĕ. Ку пирĕн тăрăхра та çаплах ĕнтĕ. Вырăнти влаçăн чи малтанхи тивĕçĕ - граждансемпе яланах хутшăнса ĕçлесси, вырăнта пулса иртекен ĕçсемшĕн яваплăха туйма хăнăхтарасси.

Ялсен урамĕсенче хунарсене тытса тăма тăкаклă тенĕрен депутатсемпе пухăнса калаçса çак çутăсене хăварма йышăнтăмăр. Хĕлле юр çав тери нумай çурĕ. Çапла вара урамсене тăтăшах хырса тăма тăрăшрăмăр. Ку ĕçе те ял халăхĕшĕн, çынсен пурнăç условийĕсене кăштах та пулин лайăхлатас тесе тăрăшакан яваплă çынсем пурнăçларĕç. Çанталăк сивĕ тăнă вăхăтра килĕрен çỹресе инкек-синкекрен асăрхаттарнă, çав вăхăтрах ĕçкĕ-çикĕпе ашкăнма юратакансемпе профилактикăлла ĕçсем те ирттертĕмĕр. Хăшĕ-пĕрисем общественность умĕнче хăйсен яваплăхне пачах та туймаççĕ, вĕсене хытах асăрхаттарма тиврĕ. Çул çитмен 4 ача учетра тăрать. Вĕсене пурне те çак ачасем пурăнакан округри депутатсем çумне çирĕплетнĕ. Модельлĕ библиотекăпа тата шкулсемпе тачă çыхăнса ĕçлетпĕр. Ачасем ытларах усăллă ĕçпе - компьютерпа тата Интернетпа усă курма хăнăхчăр, вĕренччĕр тесе çине тăратпăр. Кĕскен каласан, вырăнти хăй тытăмлăх - хресчене тĕрев парасси, фермер тата уйрăм çынсен хуçалăхĕсенче туса илнĕ ял хуçалăх продукцине вырнаçтарма пулăшасси, çăмăллăхлă кредитсем илессипе ĕçлесси, халăх хушшинче ăнлантару ĕçĕсем ирттересси.

И. СЕРГЕЕВ,
Чулкас ял тăрăхĕн пуçлăхĕ.


25 марта 2006
00:00
Поделиться