Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Кайăк грипĕ пирки мĕн пĕлмелле?

Кайăк грипĕ пирки мĕн пĕлмелле?

Юлашки вăхăтра чи хумхантаракан ыйтусенчен пĕри кайăк-кĕшĕк грипĕ пулса тăчĕ. Мĕнле те пулса вăл республикăна, района ан çиттĕрччĕ. Хальлĕхе пирĕн тăрăхра лăпкă, анчах сыхă пулни нихăçан та чăрмантармасть. Эппин, мĕн пĕлмелле-ха кашни çыннăн?

1. Çак чир кайăк-кĕшĕке чирлĕ кайăксенчен сывлăш, апат-çимĕç урлă, вĕсен айне сарса панă япаласенчен лекме пултарать.

2. Çынсен кайăк-кĕшĕке пăхнă, пуснă чухне асăрхануллă пулмалла, чир тĕрлĕ сурансем урлă, лайăх пĕçерсе çитермен çăмартаран, аш-какайран лекме пултарать.

3. Грипп вирусĕ аш-какая, çăмартана 10-15 минут хушши вĕретсен вилет.

4. Чир паллисем: кайăксем хускаласшăн мар, пĕрмаях пуçĕсене суллаççĕ, мăйĕ пăрăнать, сăмсаран юн каять, шывра та йĕркеллĕ ишеймеççĕ.

5. Енчен те виле кайăк куртăр пулсан е килти кайăк-кĕшĕк чирлет тесе шутласан, пĕр тăхтаса тăмасăр Чăваш Республикинчи Россельхознадзорăн управленине 42-19-03 (ветеринари надзорĕ), 65-55-46 (сунар надзорĕ), "Вăрмар районĕнче выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен" патшалăх учрежденине 2-10-34 номерлĕ телефонсемпе шăнкăравламалла.

6. Тытнă кайăксене киле илсе килмелле мар.

7. Кайăк-кĕшĕк ăшчиккине çулăм умĕнче кăлармалла.

8. Çăлнă тĕке çунтарса ямалла, кĕлне çĕр ăшне çур метртан кая мар чавса хумалла.



25 марта 2006
00:00
Поделиться