Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Михайловсем - пултаруллă механизаторсем

о Династи

Михайловсем - пултаруллă механизаторсем

Нумай пулмасть хаçатăн пĕр номерĕнче потребкоопераци системинчи ĕçченсем çинчен çырса кăтартнăччĕ. Эпĕ техникăна юратакан, унпа çĕре сухаласа, акса, тыр-пул туса илекенсем пирки çырса кăтартасшăн. Илер-ха Петр Михайлович Михайлова. Вăл 1927 çулта Мăнçырма ялĕнче çуралнă. Хĕсметре чылай çул хушши пулнă. Салтак службинчен таврăнсан Канашра трактористсене вĕрентсе кăларакан училищĕре пĕлỹ пухса алла удостоверени илет те колхозра çĕр сухалать, акать, тыр-пул çитĕнтерет. Ĕç стажĕ унăн 20 çул. Мăшăрĕ, Анна Степанова, хăйĕн пурнăçне упăшки пекех колхоз ĕçĕпе çыхăнтарнă. Юлашки вăхăтра вăл комплекслă бригадăна ертсе пынă. Ферма заведующийĕ пулсан та, уй-хир бригадирĕн ĕçĕсене йĕркелесе тăнă. Вĕсен виçĕ ывăл та икĕ хĕр çуралнă, анчах, шел, вĕсене ур а çине тăратса хăвараймарĕç, хăйсем иккĕшĕ те çамрăклах çĕре кĕчĕç. Аслă ывăлĕ - Юрий 1949 çулта çуралнă. Шкула кайма вăхăт çитсен Мăнçырмари вăтам шкулта ăс пухать. Ун чухнех шкулта тракториста вĕрентетчĕç, Юрий те III класлă механизатор удостоверение алла илет. Тракторист специальноçне илнипе çеç лăпланса лармасть, водитель правине илме ĕмĕтленет, çавăнпа та Вăрмарти автошкула вĕренме çỹрет, вĕренсе пĕтерсен вара алла права илет. Мĕнле савăнăç çамрăк каччăшăн алăра икĕ специальность пуррине ĕнентерекен хутсем илни. Хĕсмете кайма та вăхăт çитет, вăл Германие лекет.

Çулталăкран ун патне килтен хăрушă хыпар çитет: ашшĕ вилнĕ, вăл яла ашшĕне пытарма таврăнать. Тепĕр 14 кун иртсен вĕсен çемйине каллех тепĕр пысăк хуйхă пырса çапать, вĕсен амăшĕ çĕре кĕрет. Мĕнле чăтса ирттернĕ-ши çав çамрăк ачасем пысăк хуйхăна?

Çемьери йывăр лару-тăрăва шута илсе тепĕр тăватă уйăхран ăна салтак служби пĕтичченех киле яраççĕ. Мĕн тумалла, мĕнле пурăнмалла?

Юрий çемьере чи асли пулнă май, унăн хулпуççийĕ çине пĕтĕм йывăрлăх тиенет, çемьере ашшĕ вырăнне юлать, пурте унăн куçĕнчен пăхаççĕ. Вăл хуçалăхра механизатор пулса ĕçлеме пуçлать. Çур аки вăхăтĕнче çĕре сухаласа акма хатĕрлет, акса хăварать. Ĕççи пуçлансан комбайн штурвалĕ умне ларса тырă вырать. Кĕркунне каллех çĕртме тунă çĕрте вăй хурать. Акнă, сухаланă чухне агротехника требованийĕсене çирĕп пăхăнса пырать. Хĕллехи вăхăтра Юрий гусеницăллă тракторпа уйран фермăсем патне улăм турттарнă çĕрте тăрăшать. Мĕн чухлĕ çунтармалли, сĕрмелли материалсем перекетленĕ пуль вăл. Унăн ĕç стажĕ 22 çулпа танлашать. Çавăн чухлĕ ĕçленĕ хушăра миçе гектар çĕр сухаланă, акнă, миçе тонна тырă тĕшĕленĕ-ши вăл, ăна шутласа кăларма та йывăр.

Пĕр хушă колхоз правленийĕ ăна ферма заведующине лартать, анчах та техникăна юратаканскер, вăл унта нумай ĕçлемест. Хăйĕн квалификацине ỹстерес тесе пĕлỹ пухма районти "Сельхозтехникăна" çỹрет, I класлă механизатор удостоверенийĕ илет. Сухаланă, акнă чухне вăл пĕрмаях малти вырăнсене йышăнать. Хисеп грамотисем темĕн чухлех унăн.

1994 çулта вăл районти сухаçăсен конкурсĕнче пĕрремĕш вырăн йышăнать, çур аки чемпионĕ ятне илет. Асăнмалăх хаклă парне - пылесос парса чыс тăваççĕ. Унăн икĕ шăллĕ нумай вăхăт хушши механизатор пулса вăй хунă.

Юрий хамăр ял хĕрĕпе Светлана Архиповапа çемье чăмăртать. Темле йывăр пулсан та уя тухса хăтлă кил-çурт çавăрнă, халĕ ĕнтĕ унта çамрăксен урамĕ пулчĕ. Урам ятне те Молодежная теççĕ. Юрий икĕ шăллĕпе икĕ йăмăкне ура çине тăратнă чухне Светланăн тỹпи калама çук пысăк пулнă, вăл вĕсемшĕн иккĕмĕш амăшĕ пекех. Юрийпе Светлана ывăлĕ - Саша механизаторта 8 çул ĕçлерĕ. Юрăн шăллĕн ачи Сергей Çĕрпỹ хулинче ял хуçалăх техникумĕнче куçăмсăр майпа вĕренет. Апла пулсан механизаторсен несĕлĕ пĕтмен-ха.

Г. ПЕТРОВ,
обществăлла корреспондент.
Мăнçырма ялĕ.


25 марта 2006
00:00
Поделиться