Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Районта - Министерство кунĕ

Районта - Министерство кунĕ

Иртнĕ юнкун районта Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн Министерствин кунĕ иртнĕ. Унăн тĕп теми: "Раççей Федерацийĕнче вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелемелли пĕтĕмĕшле принципсем çинчен" саккуна пурнăçа кĕртесси. Пирĕн района ЧР Президент Администрацийĕн Управленийĕн организациллĕ ĕçсен пайĕн начальникĕ А.Краснов, культура министрĕн заместителĕ М.Краснов тата ытти официаллă çынсем килсе çитнĕ.

Министерство кунне килнисем малтанах район пуçлăхĕпе В.Кирилловпа тĕл пулнă. Унтан вĕсем ушкăнсене пайланса Вăрмар хула, Арапуç, Аслă Чак, Пысăк Енккасси, Кавал, Энĕшпуç, Пинер, Кĕлкеш, Тикаш ял тăрăхĕсене çитсе курнă, культурăпа вĕрентỹ, сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсен ĕçĕсемпе паллашнă, ĕç коллективĕсемпе, халăхпа калаçнă.

ЧР Культура министерствин яваплă ĕçченĕ Г.Никифоров ертсе пыракан ушкăн районти библиотекăра пулнă.

"Советская Чувашия" хаçатăн тĕп редакторĕ А.Соловьев тата районти "Хĕрлĕ ялав" хаçатăн тĕп редакторĕ П.Алексеев районти почтамт начальникĕпе А.Ефремовпа, кунти коллективпа тĕл пулнă, хаçат-журнал çырăнтарас ĕç мĕнле пынипе интересленнĕ.

Хаçат редакцийĕнче ирттернĕ тĕл пулура ЧР Культура министерствин представителĕ О.Александрова тата А.Соловьев хальхи рынок условийĕсенче çĕнĕлле ĕçлемелли, хаçат çырăнтармалли кампание активлă хутшăнмалли çинчен сỹтсе явнă.

Тĕл пулусенче ЧР Президенчĕн Указĕсене пурнăçа кĕртес, республикăн, районăн, ял тăрăхĕсен социаллă-экономикăллă аталанăвĕ тата ытти ыйтусене хускатнă.

Н. ШИШКИНА,
Э. МАЛЕНКОВ.


25 марта 2006
00:00
Поделиться