Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Поздравление администрации Урмарского района с Международным днем театра

Районти халăх театрĕн, художествăлла пултарулăх коллективĕсен хисеплĕ çыннисем, артисчĕсем, культура ĕçченĕсем!

Вăрмар район администрацийĕ сире Пĕтĕм тĕнчери театр кунĕ ячĕпе хĕрỹллĕн саламлать.

Эсир аслă ăру халалĕсене çирĕп тытса пырса, паян халăха обществăра пулса иртекен улшăнусене ăнлантарма тăрăшатăр, çĕнĕ тĕллевсене пурнăçлама хавхалантаратăр.

Культура ĕçченĕсем спектакльсене илемлĕрех те интереслĕрех тăвас тĕлĕшпе малашне те çине тăрса, пултарулăх кăтартса, йывăрлăхсене çĕнтерсе пурнăç уттинчен юлмасса шансах тăратпăр.

Сире çирĕп сывлăх, ăнăçу, иксĕлми шанăç тата телей сунатпăр.

Вăрмар район пуçлăхĕ                                  В.Н. Кириллов



27 марта 2006
00:00
Поделиться
;