Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Чăвашсен пĕрремĕш хаçачĕ "Хыпар" тухма пуçланăранпа 100 çул тултарнине чысласа Вăрмар поселокĕнче савăнăçлă уяв иртет

      2006 çулхи мартăн 30-мĕшĕнче 11 сехетре Вăрмарти культурăпа кану центрĕнче чăвашсен пĕрремĕш хаçачĕ "Хыпар" тухма пуçланăранпа 100 çул тултарнине чысласа савăнăçлă уяв иртет. Унта "Тăван шкула, клуба, библиотекăна, атте-аннене чи хаклă парне - "Хыпар" хаçат кăларăмĕсем" ятарлă акци йĕркелеççĕ: "Хыпар" Издательство çурчĕн кăларăмĕсене 2006 çулăн иккĕмĕш çур çулĕ валли малтанхи хакпах çырăнтараççĕ. "Хыпарпа" унăн икĕ кăларăмне çырăннă хаçат тусĕсем валли çийĕнчех "çиçĕм"-лотерея выляттараççĕ. Уява хутшăнакансене тĕрлĕ парнесем кĕтеççĕ.



28 марта 2006
00:00
Поделиться
;