Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çỹхе пăртан асăрханăр

Çỹхе пăртан асăрханăр

Çỹхе пăр çине кĕмелле мар тесе кашни çулах калаçатпăр, анчах çав-çавах вуншар-вуншар çын хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнасшăн мар. Пăр хулăнăшĕ 10 сантиметртан ытларах пулсан кăна вăл çын йывăрăшне тỹсме пултарать. Çав хушăрах унăн тачкăшĕ шыв хăвăрт юхакан вырăнсенче, çыран хĕрринче яланах çỹхерех.

Сивĕ шыва кĕрсе ỹкрĕр пулсан, мĕн тумалла-ха? Чи малтан - хăраса ан ỹкĕр, тĕрлĕ хусканусем ан тăвăр. Алăсене ик еннелле сарса пăр хĕрринчен ярса илме тăрăшăр, унтан урасене пĕрин хыççăн тепĕрне шывран кăларса хăш енчен килнĕ, çав еннеллех хырăмпа шăвăр.

Çын инкеке лекнине курсан вăрăм патак, хăма, вĕрен, вĕсем çук пулсан тăхăнмалли япаласене пĕр-пĕрин çумне çыхса вĕрен евĕр тăвăр, ун хыççăн кăна çын инкек тỹсекен вырăна асăрхануллăн шума тытăнăр. Нихăçан та вак хĕрнех пыма юрамасть! Инкекрен çăлмалли япалан пĕр вĕçне путакана ывăтса памалла. Çын çăлăнчĕ пулсан, чи малтанах йĕпе япаласене хывма пулăшмалла, ăшă çĕре илсе каймалла.

Çурхи пăр çине нихăçан та ан кĕрĕр.

Ю. ЕФИМОВ,
райадминистрацин гражданла оборонăпа
чрезвычайлă лару-тăру пайĕн пуçлăхĕ.


29 марта 2006
00:00
Поделиться