Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ĕçлеме ỹркенмесен ял хуçалăхĕ çĕкленĕ

о АПК аталанăвĕ

Ĕçлеме ỹркенмесен ял хуçалăхĕ çĕкленĕ

Агропромышленноç комплексĕнче наци проектне пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе уйрăм çын тытакан хушма хуçалăхсене аталантарма кредитла пулăшу парассипе Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствинче "Çавра сĕтел" иртнĕ. Унта ял хуçалăх министерствин, уйрăм çын тытакан хуçалăхсен представителĕсем тата кредит организацийĕсене ертсе пыракансем, республикăри хаçат-журналсенчи журналистсем хутшăннă.

Чи малтанах ЧР ял хуçалăх министрĕ М.Игантьев АПКри наци проекчĕ пирки чарăнса тăчĕ. Вăл виçĕ тĕп пайран тăрать - выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарасси, уйрăм çын тытакан килти хушма хуçалăха пулăшасси, ялти çамрăк специалистсене хăтлă хваттерпе тивĕçтересси. Министр пĕлтернĕ тăрăх наци проектне пурнăçа кĕртес ĕçре уйрăм çын тытакан хушма хуçалăх майĕсемпе анлăрах усă курмалла. Чăваш Республикинче çак ĕç валли 32 миллион уйăрма пăхнă. Кредит ресурсĕсем - 450 миллион тенкĕлĕх уйăрма май пулать. Республикăра 3200 çемьене çăмăллăхлă кредитпа тивĕçтерме май пур. Çакă кашни çемьене, банк шутласа пăхнă тăрăх, вăтамран 120 пин тенкĕ кредит тивме пултарать. Ку енĕпе "Россельхозбанкпа" Перекет банкĕн Чăваш уйрăмĕсем ĕçе тытăннă та. Ял çыннисем техника, ăратлă выльăх туянма çăмăллăхлă кредит илме пултараççĕ. Туяннă выльăх-чĕрлĕх çитĕнсен унăн продукцине вырнаçтарма çитес вăхăтра хуçалăх кооперативĕсем туса хураççĕ. Икĕ çул хушшинче республикăра продукци йышăнакан, тирпейлекен 75 ял хуçалăх кооперативĕ туса хумалла. М.Игнатьев ял хуçалăх отрасльĕнче çамрăк специалистсене патшалăх енчен пулăшасси пирки те каларĕ. Çамрăксем çăмăллăхлă кредитсем мелĕпех пурнăçăн малтанхи утăмĕсене тăвĕç.

"Çавра сĕтеле" хутшăннисенчен кредит мелĕпе ĕçлеме пуçланисем хăйсен опычĕсемпе паллаштарчĕç, тин ку йĕр çине ỹкекенсене вара - тĕрлĕ ыйтусем интереслентерчĕç.

Пĕтĕмлетỹ - ял хуçалăхне аталантарасси пулчĕ.

А. НИКОЛАЕВА.



29 марта 2006
00:00
Поделиться