Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Фермерсемпе предпринимательсене пĕлме

о Ял хуçалăх çыравĕ

Фермерсемпе предпринимательсене пĕлме

Июлĕн 1 - 25-мĕшĕсенче Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ иртет.

Нумаях пулмасть кăна Раççейре çĕршер фермер хуçалăх çеç шутланатчĕ. Паянхи кун ял малашлăхне фермерсемпе предпринимательсемсĕр курма çук. Эсир туса илекен продукцин калăпăшĕ çулсерен ỹссех пырать. Кун çине патшалăх та витĕм кỹме тăрăшать.

Хресчен, фермерсемпе предпринимательсен хуçалăхĕсем еплерех йывăр лару-тăрура аталаннине çĕр-шыв пĕлет. Паян вĕсем 270 пине яхăн. Патшалăх сирĕн умăрта парăмлине туйса парăмсене тавăрса пама тивĕç. Вăл сире кредит илессипе, техника, çунтармалли-сĕрмелли хатĕрсем, выльăх-чĕрлĕх апачĕ туянассипе тата хатĕр продукцие упраса реализацилессипе çыхăннă ĕçсенче пулăшма хатĕр.

Анчах та фермер хуçалăхĕнчи ĕçсемпе тĕплĕн паллашмасан тивĕçлĕ пулăшу еплерех памалла-ха? Раççейри аграри секторĕпе çыхăннă ыйтусем çине тивĕçлĕ хуравсем илме вара ял хуçалăх çыравĕ пулăшĕ. Вăл фермерсемпе уйрăм предпринимательсене кăна мар, ял хуçалăх продукцийĕ туса илекен ытти уйрăм çынсене те пырса тивĕ.

Çырав кăтартăвĕсемпе кайран унта хутшăнакансене хирĕç усă курĕç текен суя сăмахсене ан ĕненĕр. Ку пачах та тĕрĕс мар. Перепиç тапхăрĕнче сирĕн мĕн пур пурлăхăра çырса каймаççĕ. Çырав хутне сирĕн хуçалăхăрпа паллашмасăрах, хăвăр каланă сăмахăрсем тăрăхах çырса тултарĕç. Сирĕн ĕçлесе тунă тупăшăра унта палăртмĕç.

Ял хуçалăх перепиçĕ - патшалăх хăй гражданĕсене, граждансем - патшалăха ĕненнипе çыхăннă.

Тулли те тĕрĕс информаци пулсан кăна патшалăх тивĕçлĕ мерăсем йышăнса ял ĕçченне тĕллевлĕ пулăшу пама пултарĕ. Çакă Раççей наци интересĕсемпе çыхăннă политикин приоритетлă енĕсенчен пĕри пулса пырать.

Патшалăх статистикин Федераллă служби.



29 марта 2006
00:00
Поделиться