Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Хăй ĕçĕнче чăн ăста

Хăй ĕçĕнче чăн ăста

Вăхăт тĕлĕнмелле хăвăрт шăвать. Тин кăна шкула çỹреме пуçланă пекчĕ. Аслă пĕлỹ илсе пурнăç çулĕ çине тухни те часах вунă çул çитĕ. Çапах та пĕрремĕш хут чечек çыххине пирвайхи вĕрентекенĕмĕре - Чулкасри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулти Галина Петровна Ивановăна парнеленĕ кун халĕ те асăмрах.

Унăн ятне асăнсанах куç умне илемлĕ те черчен кăмăллă сăнар тухса тăрать. Унăн ăшă кулăпа çиçекен куçĕсем чунăма ăшăтса тăраççĕ, малалла пурăнма вăй-хăват параççĕ, савăнăçлă туйăмсем çуратаççĕ.

Хăйĕн лăпкăлăхĕпе, ырă кăмăлĕпе илĕртет мана Галина Петровна. Вĕренекенсемпе ăшшăн калаçать вăл, йывăр вăхăтра вĕсене ялан алă тăсать, çепĕç сăмахсем каласа йăпатать, савăнăçра та пĕрле савăнать.

"Усал ĕçе кирек кам та тума пултарать, ыррине вара пурте тăваймаççĕ. Вĕренме тăн кирлĕ, пурăнма ăс кирлĕ. Ăслă пулăр, ырă ĕçпе палăрăр", - тесе вĕрентетчĕ пире пĕрремĕш вĕрентекенĕмĕр.

Мĕн пĕчĕкренех вĕрентекен пулма ĕмĕтленнĕ вăл. Тĕлĕкĕнче пысăк та çутă класра вĕренекене доска умĕнче темĕн ăнлантарнă.

Анаткас ялĕнчи 8 çул вĕренмелли шкула вĕренсе пĕтерсен Канашри педагогика училищине вĕренме кĕнĕ. Диплом илсен нумай шухăшласа тăман - тăван вырăна таврăнса кỹршĕ ялти шкулта кĕçĕн классене вĕрентме пуçланă. Аслă пĕлỹ илес тĕллевпе ĕçленĕ хушăрах И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне вĕренсе пĕтернĕ.

Акă ĕнтĕ чĕрĕк ĕмĕре яхăн Галина Петровна ачасене вĕрентес, воспитани парас ĕçре тăрăшать. Творчествăлла ĕçлессине пысăк вырăна хурать. Уçă уроксем, класс тулашĕнчи мероприятисем нумай ирттерет. Районти "2000-мĕш çулта вĕрентекен" конкурса хутшăнса "Чи лайăх мероприяти" номинацире çĕнтерỹçĕсенчен пĕри пулса тăнă. Ачасен канăвне тухăçлă йĕркелес, вĕсен тавракурăмне аталантарас тĕллевпе Шупашкарти, Хусанти паллă вырăнсене экскурсисене илсе çỹрет.

Галина Петровна ĕçе чунтан парăннине республикăри Вĕрентỹ институтĕнче те асăрханă: иккĕмĕш çул ĕнтĕ вăл унта пуçламăш классен кафедри çумĕнче тăрăшать. Ачасене вырăс тата тăван чĕлхесене вĕрентес ĕçре кирлĕ çĕнĕ учебниксем, хушма вĕрентỹ пособийĕсем хатĕрлес ĕçе хутшăнать.

Вĕренекенсем те, пĕрле ĕçлекенсем те, ял çыннисем те хисеплеççĕ ăна.

М. МАТВЕЕВА.
Шупашкар хули.


29 марта 2006
00:00
Поделиться