Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Кăсăклă та синкерлĕ шăпа

о Истории

Кăсăклă та синкерлĕ шăпа

"Константинопольти чăвашсем" кĕнеке авторĕ кам пулни пирки тĕпчевçĕсем чылайранпа тавлашатчĕç. Кăштахран ăна çыраканĕ Шăхран (халĕ Канаш) таврашĕнче çуралнă Д.А.Архипов пулнине палăртрĕç. Каярах кăна ку вăл пирĕн ентеш -Чулкас ялĕнчен тухнă Дмитрий Архипович Архипов пулни палăрчĕ. Анчах унăн вилĕмĕ пирки 1937 е 1939 çулта Алма-Атара вилнĕ тенĕччĕ. Тăван ен историйĕпе чунтан кăсăкланакан Чулкасри Таса Троица чиркĕвĕн настоятелĕ Владимир атте (В.Байгушев) тата Кивĕ Вăрмар ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.Эверсков тăрăшнипе пухнă документсем вара тинех пур фактсене те вырăна лартма пулăшрĕç.

Халĕ çирĕплетсех калама пулать ĕнтĕ, 1898 çулта çырнă "Константинопольти чăвашсем" кĕнеке авторĕ чăн та пирĕн ентеш - Чулкас ялĕнче çуралса ỹснĕ Архипов Дмитрий Архипович. Питĕ кăсăклă пурнăçлă та хурлăхлă вĕçленнĕ шăпаллă çын. Çакна 1935 çулта ял Советĕнчен панă справка та ĕнентерет. Унăн айне ял Совет председателĕпе секретарĕсĕр пуçне тепĕр 15 свидетель алă пусни те çирĕплетсе параççĕ. Унта çапла çырнă: "ЧАССРăн Вăрмар районĕнчи Чулкас ялĕн гражданинĕ Дмитрий Архипович Архипов 1868 çулта чухăн хресчен çемйинче çуралнă. Суккăр амăшĕпе çурма тăлăх ỹснĕ. Ачалăхĕ пĕтĕм енчен йывăр лару-тăрура иртнĕ. 7 çултан кĕтỹ кĕтнĕ, хĕллехи вăхăтра пуянсем патне ĕçлеме кĕрĕшнĕ. 16 çул тултарсан ялти шкула вĕренме кĕнĕ. Ăна пĕтерсен Чĕмпĕрти чăваш шкулне вĕренме кайнă".

Справка шăп та лăп Дмитрий Архипович çак шкулта вĕреннине çирĕплетме кирлĕ пулнă та. Апла пулин те Г.Александров тĕпчевçĕн "Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчен вĕренсе тухнисем (1868-1919)" (Шупашкар, "Хыпар" кĕнеки) ĕçĕнче çак хушамат тĕл пулмасть. Кун пирки чăвашсен патриархĕ И.Я.Яковлев çапла çырса хăварнă: "Дмитрий Архипов - чăн чăваш, вăл Чĕмпĕрти учительсене хатĕрлекен чăваш шкулĕнче вĕреннĕ, çемьери лару-тăрăва пула вĕренсе тухмалли çул шкула пăрахнă. Пуçламăш училищĕсенче вĕрентекен ятне илнĕ. Архипов сăпайлă, ăслă-тăнлă шухăшлама пултарать, ĕçчен..." (ЦГА ЧР, т. 501, оп. 1, дело 454). Çак характеристика айне И.Я.Яковлев 1900 çулах ноябрĕн 2-мĕшĕнче алă пуснă. 1935 çулхи июнĕн 27-мĕшĕнче НКВД сотрудникĕсем тунă допрос хутĕнчен çакна пĕлетпĕр: 1891-1901-мĕш çулсенче вăл учитель ĕçĕпе пурăннă. "Революцичченхи чăваш литератури", (1 том, Шупашкар, 1984 ç.) кĕнекере вăл Саратов кĕпĕрнинчи Хвалынск уесĕнче Шăмалак ятлă ялта учительте ĕçленине палăртнă. Юхма Мишши писатель вара Д.Архипов 1900-мĕш çул тĕлне хальхи Пенза облаçне кĕрекен Неверкино районĕнчи Çĕньялта учитель пулса ĕçленĕ тесе ĕнентерет. И.Я.Яковлев тăрăшнипе, 1901 çулта Дмитрий Архиповича священник ятне параççĕ, вăл кỹршĕри Энтрияльте (Старая Андреевка) пачăшкă пулса ĕçлеме тытăнать. Хăй вара, чăваш писателĕсенчен пирвайхисенчен пĕри, НКВД сотрудникĕсем тунă допросра çапла каланă: "1901 çултан пуçласа 1931 çулччен Саратов кĕпĕрнинчи Кузнецк уесĕнче священник пулса ĕçленĕ". Ахăртнех, Кивĕ Энтрияль (Старые Андреевка) халĕ Пенза облаçĕн Неверкино районне кĕрет. Çакна хăш-пĕр документ та çирĕплетсе парать. НКВД сотрудникĕсем ирттернĕ çỹлерех асăннă допросра çакăн пек ыйтусем те панă: "Революци хыççăн репрессие лекнĕ-и?" "Çук. Енчен те Куйбышев крайĕнчи Павловск районĕнчи ОГПУ мана 1931 çулхи мартăн 2-мĕшĕнчен апрелĕн 16-мĕшĕччен тытса чарнине шута илмесессĕн. Мĕншĕн айăпланине пĕлместĕп. Ун хыççăн мана ирĕке кăларчĕç".

Ун чухне мĕншĕн Дмитрий Архиповича тытса чарнине Пенза облаçĕн Неверкино район халăх сучĕ 1994 çулхи ноябрĕн 11-мĕшĕнче реабилитаци çинчен калакан панă справка уçса парать. Иккен, çемье турра ĕненнипе обществăшăн "хăрушлăх" кăларса тăратнă пулнă. Анчах ун чухне айăпламалли сăлтавсем çителĕклĕ пулман-ши - Дмитрий Архиповича уйăх çурăранах ирĕке кăларнă. Çемье тенĕрен, мăшăрĕпе, Евдокия Платоновнăпа, вĕсем 6 ача çуратса ỹстернĕ - 3 ывăл та 3 хĕр. Анчах çỹлерех асăннă допрос хутĕнчех Дмитрий Архипович аслă 5 ачи ăçта, мĕн ĕçлесе пурăннине пĕлменни çинчен асăннă. Ахăртнех, çакă вăл вĕсен шăпине пачах та пĕлменни пирки мар, вĕсене мĕнле те пулин упраса хăварас тесе шутлани çинчен калать пулĕ.

Çакăн пек нуша курнă хыççăн 1931 çулта Д.Архипов тăван Чăваш Ене çаврăнса çитнĕ, Тăвай чиркĕвĕнче ĕçлеме тытăннă. 1934 çулхи сентябрĕн 13-мĕшĕнче вара Чăваш тата Шупашкар епископĕ Дмитрий Архипов протоиерейе Кĕçĕн Кипеч салинчи чиркĕве ертсе пыма шаннă. Тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕ вăл унта. 1935 çулхи мартăн 29-мĕшĕнче Чăваш тата Шупашкар епископĕ Владимир, Мускав тата Коломенски митрополичĕ, ăна Мăн кун тĕлне палица (туя) парса чысланă. Ку чиркỹри чи пысăк наградăсенчен пĕри.

Анчах Дмитрий Архипович парнешĕн савăнма та ĕлкĕреймен. Çав çулхи Мăн кун каçĕ Кĕçĕн Кипеч чиркĕвне "хăнасем" пырса çитнĕ. Малалла Дмитрий аттен Лидия Дмитриевна хĕрĕн хĕрне Римма Агдямовнăна сăмах парар-ха (вăл Хусанти ветеринари институтĕнче хими предметне вĕрентнĕ, халĕ Киевра пурăнать), тĕрĕсрех, унăн çырăвĕнчи йĕркесене илер: "Мăн кун кĕлли умĕн яла НКВД çыннисем килнĕ, анчах вĕсене 9 çын чиркĕве кĕме паман -шалта Дмитрий атте пулнă. 1935 çулхи июль уйăхĕччен чиркĕве çỹрекенсем аттене пытарса пурăннă".

Çав çулхи июльтех Чăваш АССРĕн Аслă Сучĕ Архипов Дмитрий Архиповичпа çак 9 çын пирки РСФСР уголовнăй кодексĕн 59-мĕш статйипе ĕç пуçарнă, августăн 29-мĕшĕнчи приговорпа тĕрмене хупма йышăннă, 2 çынна кăна тỹрре кăларнă. Дмитрий Архиповича 5 çул хушши ирĕкрен хăтарма йышăннă. Ун чухнех 67 çулта пулнăскер, паллах, вăл тĕрмерен тухайман. 1939 çулхи февралĕн 27-мĕшĕнче Улатăрти 1-мĕш тĕрмен больницинче 12 сехет те 30 минутра вилсе кайнă. "Вăйран кайнипе", - тесе çырнă виле хучĕ çине. Çапла татăлнă чăвашсенчен тухнă чи малтанхи çыравçисенчен пĕрин, "Константинопольти чăвашсем" кĕнеке авторĕн, мал енлĕ те анлă тавра курăмлă, Палестинăпа Константинополе çитсе курнă, чăвашсене çутта кăларма ăнтăлнă пирĕн ентешĕн Архипов Дмитрий Архипович протоирейăн кун-çулĕ.

Раççей Федерацийĕн Аслă Сучĕн Президиумĕн 1993 çулхи мартăн 17-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн Чăваш АССР Аслă сучĕ 1935 çулхи августăн 29-мĕшĕнче 1868 çулта çуралнă Архипов Дмитрий Архипович пирки РСФСР уголовнăй кодексĕн 59-2 статйин 1-мĕш пайĕн "А" пункчĕпе пуçарнă ĕçе преступлени составĕ çук тесе чарса лартнă. Асăннă ĕçпе Архипов Д.А. гражданина реабилитациленĕ.

В. ТОЛМАТОВ.



29 марта 2006
00:00
Поделиться