Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Паха вăрлăх - тухăç никĕсĕ

о Çур аки - 2006

Паха вăрлăх - тухăç никĕсĕ

Мĕн акатăн - çавă шăтать. Апла пулсан вăхăтра хатĕрленĕ, кондицие ларнă вăрлăх пысăк пĕлтерĕшлĕ. Паянхи куна вăрлăхăн 100 проценчĕпех тĕрĕслеме тăратнă. Кăçалхи хĕл сивĕ тăнине пула хуçалăхсенче вăрлăхлăх тырăсене сортласа тасатасси вăраха тăсăлчĕ. Халĕ çанталăк ăшă енне сулăннă ĕнтĕ, çавăнпа та пĕр тăхтаса тăмасăр вăрлăхлăх тырăсене кондицие çитерме тăрăшмалла. Çур акине вăхăтра ирттересси те, тыр-пул пахалăхĕ те вăрлăхранах пуçланать. Чылай хуçалăхсенче массăллă репродукциллĕ вăрлăх акаççĕ, хăш-пĕр хуçалăхсем, тĕслĕхрен, "Яниковское", "Орнарский", "Чакинское", "Кульгешское" вара пĕр пĕрчĕ те хатĕрлемен. Мĕнле чунпа пурăнаççĕ-ши кунти пуçлăхсем. Кондицие ларман вăрлăх районĕпе 27 процент. Тыр-пул пахалăхне тата тухăçне ỹстерес тесен çурхи пĕрчĕллĕ культурăсене имçамласа акса хăвармалла. Вăхăтра чир-чĕрпе кĕрешсен, агротехника требованийĕсене пăхăнса ĕçлесен тыр-пул тухăçне ỹстерме пулатех. Агрономсен хальхи чи пĕлтерĕшлĕ ĕçĕ вăл - вăрлăха тасатса пахалăхне ỹстересси. Начаррисене лайăххипе улăштарма тăрăшмалла. Вăрлăх туса илекен хуçалăхсем хамăр районтах пур. Пысăк репродукциллĕ вăрлăх хăйсем валли те çителĕклĕ, туянас тесе шухăшлă хуçалăхсене сутмалăх та пур. Тĕслĕхрен "Шигали" хуçалăхпа "Арабоси" агрофирма ку енĕпе аван ĕçлесе пыраççĕ. Хамăр районтан кăна мар, республикăри ытти районсенчен те сутăн илме пуçланă та. Пурте пĕрле акана кар тăрса вĕçленинчен килет те ĕнтĕ тухăç никĕсĕ.

Л. ЗАХАРОВА,
районти вăрлăх
инспекцийĕн начальникĕ.


29 марта 2006
00:00
Поделиться