Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Шкул музейĕ кирлех

о Вулакан шухăшĕ

Шкул музейĕ кирлех

Мана канăç памасть, уйрăмах çулсем иртнĕ май, Тикаш шкулĕн историйĕ, унăн пĕрремĕш вĕрентекенĕ И.Игнатьев. Паянхи çамрăк ăру çак пархатарлă та сумлă çын çинчен мĕн те пулса пĕлет-ши текен ыйту та мана интереслентерет. 2001 çулта Г.Кабаковăн "Тегешево - далекое и близкое" кĕнекере шкул историйĕ, унăн пĕрремĕш вĕрентекенĕ И.Игнатьев çинчен çырса кăтартнă-ха, анчах та пĕтĕмпех мар. Çав кĕнекере кăтартнă тăрăх хальхи вăхăтра пурăнакан пĕрремĕш учителĕн тăванĕсем - М.Ленский (1937-1996 ç.ç.), ачисем, мăнукĕсем. Иван Игнатьев - пĕрремĕш учитель (1866-1888 ç.ç.) - хăй çамрăклах чирлесе вилнĕ, авланса ĕлкĕреймен. Шкул уçсан 3 çул кăна ĕçленĕ. М.Ленский çемйи И.Игнатьевăн аслă пиччĕшĕн С.Игнатьевăн çамрăк ăрăвĕ. И.Игнатьевăн 3 пиччĕшĕ пулнă. Иккĕмĕш пиччĕшĕ - Василий (1855-1884 ç.ç.), виççĕмĕш пиччĕшĕ - Петр. Пĕрремĕш шкул çуртне тăвакансем шăпах Василийпе Петр. Вĕсен çурчĕ хальхи В.Данилов çурчĕ вырăнĕнче пулнă. Василий авлансан унăн Евдокия хĕр çуралать. Евдокия Васильевна (1879-1956 ç.ç.) - манăн кукамай. Вăл урăх çемьере çитĕннĕ, мĕншĕн тесен амăшĕ çамрăклах тăлăх арăм пулса юлнă, Тикаш çыннине Кирилл Степановича качча тухнă.

Е.Игнатьева Н.Кудрявцев унтер-офицера, çар фельдшерне качча тухнă, вĕсем 4 ывăл та 2 хĕр çуратса çитĕнтернĕ. Пĕрремĕш учителĕн И.Игнатьевăн хальхи вăхăтра йышлăн пурăнакан тăванĕсем - Василий пиччĕшĕн хĕрĕ Евдокия Васильевнăн ачисем, мăнукĕсем, мăнукĕсен ачисем. Камсем-ши вĕсем?

Шăхаль, Тикаш шкулĕсенче учитель пулса нумай çул ĕçленĕ, 1966-1969 çулсенче Кĕтеснерти шкул директорĕнче вăй хунă, халĕ пенсионер, час-часах хăйĕн сăввисене "Хĕрлĕ ялав" хаçатра пичетлекен, "Ытарайми тăван тавралăх" ятлă пысăк мар кĕнекен авторĕ, Тикашра пурăнакан М.Тимушкин. Унăн мăшăрĕ Г.Тимушкина учительница пулса ĕçленĕ. Вĕсем мăшăрĕпе 3 ача пăхса çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă, пурте аслă пĕлỹллĕ.

Михаил Кузьмичăн аппăшĕ - çак статья авторĕ Валентина Кузьминична Чернова (Тимушкина). Михаил Кузьмичăн пиччĕшĕ - Иван Кузьмич Тимушкин (1932-2001 ç.ç.), отставкăри капитан, чылай çул ДОСААФăн республикăри комитетĕнче вăй хунă. Мăшăрĕпе, Елизавета Ильиничнăпа, пĕр хĕр те пĕр ывăл çитĕнтернĕ.

Пĕтĕмлетсе çырсан, Тикаш шкулĕн пĕрремĕш учителĕн И.Игнатьевăн ĕçне ăруран ăрăва тивĕçлĕн малалла тăсса пыракансем - Евдокия Васильевнăпа Никифор Васильевич Кудрявцевсен 6 ачи çеç мар, мăнукĕсем, мăнукĕсен ачисем.

Мана И.Игнатьев учителĕмĕрĕн тăванĕсем, вĕсен несĕлĕ пирки анне - Елизавета Никифоровна Тимушкина чылай каласа хăварнă.

Г.Кабаков кăларнă кĕнекере пĕрремĕш учителĕн ашшĕ Игнатий Данилов çинчен сахалрах çырнă. Манăн анне каласа кăтартнă тăрăх, вăл Тикаш ял старости пулса ĕçленĕ. Ăна ял халăхĕ хисепленĕ, вăл халăха çутта кăларассишĕн тăрăшнă. Ахальтен мар ĕнтĕ Тикаш ялĕ валли хăйсен çурчĕ çумне хушса шкул çурчĕ тума шутланă.

Тикаш ял шкулĕн историйĕ, вĕсен пултаруллă, талантлă çыннисем, вĕрентекенĕсем, ĕçпе вăрçă ветеранĕсем çинчен материалсем пухса шкулта музей йĕркелесен аван пулĕччĕ.

В. ЧЕРНОВА,
Шупашкар районĕ,
Çĕнĕ Лапсар поселокĕ.



29 марта 2006
00:00
Поделиться