Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

"Шурă салтак тĕми"

о Акци

"Шурă салтак тĕми"

Мартăн 20-мĕшĕнчен пуçласа апрель уйăхĕн 20-мĕшĕччен республикăра туберкулезпа кĕрешмелли "Шурă салтак тỹми" уйăхлăх иртет. Унта хутшăнса Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкулта 1298 ачана Манту проби лартрăмăр. Вĕсенчен 44-шĕн инфекци пурри палăрчĕ (вырăсла вĕсене "тубинфицированный" теççĕ). Анчах тỹрех çакна каласа хăварас килет, хăраса ỹкме кирлĕ мар - çакă ачасем туберкулезпа чирлĕ пулнине пĕлтермест-ха. Вĕсемпе виçĕ уйăх хушши хими профилактики ирттереççĕ, сиплеççĕ. Ун хыççăн тепĕр хут Манту тăваççĕ. Çакна та каламалла - хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕсем ăна час-часах туни сиенлĕ теме пăхаççĕ. РФ Сывлăх сыхлавĕн министерствин 2003 çулхи 109 приказĕ тăрăх ĕçленĕ май, çирĕплетсе калама пулать - çулталăкне ăна 12 хут та тума юрать. Тĕрлĕ инфекци чирĕсем - грипп, ОРЗ тата хăш-пĕр чирсем сарăлнă вăхăтра кăна тăхтаса тăмалла. Анализ результачĕсене 72 сехетрен тĕрĕслемелле.

Туберкулез результачĕн тĕрĕслевĕсене врач е ятарлă пĕлỹ илнĕ медицина сестри кăна хаклама пултарать.

Манту пробине илме инсулинлă тата вăхăт тухнă шприцсемпе усă курма юрамасть.

Уйăхлăх тапхăрĕнче апрелĕн 1, 8, 15 кунĕсенче республикăри туберкулеза хирĕç кĕрешекен диспансерта Уçă алăксен кунне ирттереççĕ, кашни çынах тỹлевсĕр флюорографи тĕрĕслевĕ витĕр тухма пултарать.

В. НИКОЛАЕВА,
район больницин
ача-пăча консультацийĕн медицина сестри.



29 марта 2006
00:00
Поделиться