Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Уçă чемпионатра

Уçă чемпионатра

Çăмăл атлетика енĕпе ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕсенче вĕренекенсем хушшинче мала тухассишĕн районти Спорт çуртĕнче ирттернĕ ăмăртусене 130 ача хутшăнчĕç. Туслă тупăшăва Канаш тата Тăвай районĕсенчи çамрăк спортсменсем те килнĕ.

Çивĕч кĕрешỹре 1992-1993 çулсенче çуралнă арçын ачасенчен 1000 метрлă дистанцире М.Петров (Чупай) çĕнтерчĕ. Хĕрачасенчен А.Семенова (Вăрмар) чи пултарулли пулчĕ.

Çак дистанцирех 1994-1995 çулсенче çуралнă çамрăксем тупăшрĕç. Арçын ачасенчен В.Степанов (Аслă Чак) мала тухрĕ. Кăшт кăна выляса ярса А.Агапов (Вăрмар) иккĕмĕш пулчĕ.

Хĕрачасенчен М.Петрова (Энĕшпуç) пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ.

600 метра чупса Н.Федоров (Вăрмар) чемпион ятне тивĕçрĕ. Хĕрачасенчен Л.Никифорова (Чупай) мала тухрĕ.

Тепĕр ушкăнĕнче А.Иванов (Чупай) тата М.Васильева (Энĕшпуç) çĕнтерỹçĕсем пулса тăнă.

300 метрлă дистанцире кĕçĕннисенчен вара Чупайĕнчи А.Дмитриевпа К.Линга выляса илнĕ.

Эстафетăра чупса арçын ачасенчен Канашсен команди мала тухнă. Вăрмарсемпе Чупайсем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче.

Хĕрачасенчен Вăрмарти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн команди çĕнтернĕ. Канашсем - иккĕмĕш, Урнарсем виççĕмĕш пулнă.

Çĕнтерỹçĕсене район пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен заместителĕ, вĕрентỹпе çамрăксен политикин пай пуçлăхĕ Ю.Соколов саламланă, медальсемпе наградăласа парнесем панă.

Ăмăртура çĕнтернисене хавхалантарма В.Енькова, Р.Хованская, Ю.Иванов, А.Волков предпринимательсем, "Строитель" МУП, "Урмарская" кайăк-кĕшĕк фабрики, райпон çăкăр завочĕ спонсор пулса пулăшнă.

Л. АГАПОВА,
ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн
аслă тренер-преподавателĕ.


29 марта 2006
00:00
Поделиться