Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ачалăхран ватлăха çитетпĕр

о Канашлу

Ачалăхран ватлăха çитетпĕр

Йăлана кĕнĕ тăрăх хĕрарăмсен районти совечĕ тĕрлĕ вырăна тухса тĕл пулусем тăтăшах ирттерет. Хальхинче вĕсем Арапуç ял тăрăхĕн территорине çитсе курчĕç. Чи малтанах Арапуçĕнчи ваттисен çуртĕнче пулчĕç. Кунта 42 койка-вырăн, паянхи куна 38 çын пурăнать. Ватлăх енне сулăннă çынсене ăшă сăмахран ытла нимех те савăнтараймĕ. Вĕсене ăш-пиллĕ хĕрарăмсем пăхаççĕ те ĕнтĕ. Халĕ вĕсем Арапуç больницин территорийĕнчех тепĕр хăтлă çурта куçнă. Кунта таса та тирпейлĕ, ватăсем калашле - хĕрт-сурт хуçаланать. Анчах та ют çĕрте темле лайăх пулсан та тăван килтен хакли çуках пулĕ çав. Çакă вара ватăсемпе калаçнă май самаях палăрчĕ. Çуркунне çитнĕ май вĕсене пушшех те тăван кил хăй патне туртать пулĕ. Çавăнпа та вĕсене тимлĕх ытларах кирлĕ.

Арапуç ялĕ - пысăк, курса çỹремелли вырăнсем, вĕсенчен тĕслĕх илмеллисем те нумай. Пухăннисем музее, ялти культура çуртне çитсе курчĕç. Реабилитаци центрĕнче пурăнакан ачасемпе тĕл пулчĕç, вĕсене Мăнçырма, Чулкас, Энĕшпуç, Урнар ялĕсенчи шкул ачисем тата уйрăм çынсем тĕрлĕ акцие хутшăнса пухнă парнесене пачĕç. Ачасем хăйсемшĕн тăрăшакансене тав туса концерт лартса пачĕç. Пĕринчен тепри маттур çамрăксем. Аслисенчен кĕçĕннисем те юлмарĕç. Арапуçĕнчи "Теремок" ача-пăча садĕнчи ачасем тĕрлĕ юрăсем юрларĕç. Ачасен пултарулăхĕ пĕтĕм кăмăла çĕклентерчĕ. Хĕрарăмсен районти совечĕн председателĕ Г.Петрова ачасене тав туса районти, уйрăмах Арапуçĕнчи пултаруллă хĕрарăмсем пирки ырă сăмахсем каларĕ. Вăрмар районĕн халăха социаллă хỹтлĕх паракан пайĕн начальникĕ В.Иванов асăрхавсăр, çул çитмен ачасене пăхса тăрассипе, хỹтлĕх парассипе еплерех ĕçленипе паллаштарчĕ. Арапуçĕнчи хĕрарăмсен совечĕн председателĕ Л.Тимофеева хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Ку ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ю.Иванов ялта пурăнакансен пурнăçĕ çинче чарăнса тăчĕ.

Хĕрарăмсен районти совечĕ реабилитаци центрĕнче ачасем еплерех пурăннипе паллашрĕ. Хăтлă та ăшă çĕрте "хĕллехи сад" пурри вара пурне те тĕлĕнтерчĕ. Кĕрсе курсан пĕр-пĕр юмах тĕнчи тейĕн. Çак илеме вара кунта вăй хуракансем тытса пыраççĕ. Канашлу пуриншĕн те усăллă иртрĕ. Кунĕпе йĕпе юр çуса тăчĕ пулин те никамăн та кăмăлĕ пăсăлмарĕ, районти библиотека çумĕнчи "Сударушка" клубра пулса унăн руководителĕ С.Щербакова тата А.Никитина библиотекарь хĕрарăмсен кăмăлне çĕклентерсе ячĕç. Вĕсем Чăваш Республикин Наци библиотеки республикăри "Литературăллă Чăваш Ен" конкурса хутшăнса чăваш писателĕн - Г.Ордем (Г.Н.Васильева) кун-çулĕпе, çавăн пекех тĕрлĕ кĕнекесемпе паллаштарчĕç, конкурссем ирттерчĕç.

А. НИКОЛАЕВА.



01 апреля 2006
00:00
Поделиться