Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Эрнелĕх активлă иртрĕ

Эрнелĕх активлă иртрĕ

Урнарти вăтам шкулта музыкăпа тăван ен культурин эрнелĕхĕ иртрĕ. Кăçалхи çул ЧР Президенчĕн Указĕ тăрăх Ăс-хакăл çутлăхĕн çулталăкĕ пулнă май, эрнелĕхре ачасен чунне эстетика, кăмăл-сипет енчен пуянлатма тĕллев лартрăмăр. "Юрă-ташă юратакан начар çын пулма пултараймасть", - тенĕ В.А.Сухомлинский. Урнар шкулне тĕл пулăва хăйĕн вĕренекенĕсемпе концертпа килнĕ Вăрмарти музыка шкулĕн преподавателĕн П.Соловьевăн калаçăвĕнче те çак сĕм йĕрленчĕ. Концерт вĕçленсен те куракансем саланасшăн пулмарĕç.

Çак музыка эрнинчех, поэзи каçĕнче, шкул ачисене хамăн сăвă-юрăсемпе паллаштарма май килчĕ. Ачасем тимлесех итленине, интересленсех ыйтусем панине курса эпĕ хам та ача пекех савăнтăм.

"Музыкальные забавы Минора и Мажора" ятлă мероприятисенче вара 5 тата 6 класс ачисем тупăшрĕç, викторина ыйтăвĕсем çине хуравларĕç, ребуссен, кроссвордсен вăрттăнлăхĕсене шырарĕç, хăйсем тĕллĕнех "шавлă инструментсен" оркестрне те йĕркелесе пăхрĕç.

Ачасен пултарулăхне кăтартакан тепĕр ĕç вăл - çак эрнелĕхрех Герасим Харлампьев ачасем валли çырнă "Тăн кĕртрĕç" хайлав тăрăх лартнă камит. Тăван ен культурипе тăван чĕлхене вĕрентекен Р.Алексеева ертсе пынипе ачасем питĕ пултаруллă вылярĕç хăйсене уйăрса панă рольсене. Вĕсем 8 класс ачисем пулчĕç: А.Ефимов, Е.Степанов, П.Краснов, Э.Егорова.

В. СЫТИНА.
Урнарти вăтам шкул.


01 апреля 2006
00:00
Поделиться