Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

"Хыпар" уявĕ - Вăрмарта

"Хыпар" уявĕ - Вăрмарта

Виçĕмкун районти культурăпа кану центрĕнче чăвашсен пĕрремĕш хаçачĕ тухма пуçланăранпа 100 çул тултарнине чысласа "Хыпар" хаçатăн уявĕ иртрĕ.

Пухăннисене уяв ячĕпе район пуçлăхĕ В.Кириллов саламларĕ.

"Хыпар" хаçатăн тĕп редакторĕ А.Леонтьев хаçатăн кун-çулĕпе паллаштарчĕ, редакципе тачă çыхăну тытнăшăн тата ăна сарма пулăшнăшăн район пуçлăхне В.Кириллова, райпо канашĕн председательне К.Никитина, "Урмарская" кайăк-кĕшĕк фабрикин директорне Н.Петрова, районти почтамт начальникне А.Ефремова Тав çырăвĕсем тата парнесем пачĕ.

Савăнăçлă пухура "Коммунизм ялавĕ" (халĕ "Хыпар") хаçатăн редакторĕнче ĕçленĕ хамăр ентеш А.Казанов тухса калаçрĕ.

"Хыпарăн" 100 çулне халалланă суперлотерея çĕнтерỹçисене уявра район пуçлăхĕ В.Кириллов, райпо канашĕн председателĕ К.Никитин, "Урмарская" кайăк-кĕшĕк фабрикин директорĕ Н.Петров парнесем пачĕç. А.Леонтьев тĕп редактор хаçата сарас енĕпе тухăçлă ĕçленĕ çыхăну уйрăмĕсемпе уйрăм почтальонсене парнесем пама пулни çинчен пĕлтерчĕ.

"Хыпарпа" унăн икĕ кăларăмне çырăннă хаçат тусĕсем валли "Çиçĕм лотерея" выляттарчĕç, çĕнтерỹçĕсене "Хыпар" Издательство çурчĕн парнисене пачĕç. Редакци ирттернĕ викторина итогĕсемпе сумлă парнене В.Авакумова библиотекарь тивĕçнĕ.

Уявра "Парне" фолькор, "Салам", "Вика", "Шанчăк" ушкăнсем юрă-ташăсемпе савăнтарчĕç. СССР спорт мастерĕ Н.Дмитриев 10 шашка хăми çинче пĕр харăсах ирттернĕ тупăшура Вăрмар поселокĕнчи И.Ильин выляса илнĕ, Кĕтеснерти А.Палайтиене никам çĕнтерейменнипе вĕçленĕ.

А. ХОВАНСКИЙ.



01 апреля 2006
00:00
Поделиться