Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Кайăк грипĕнчен сыхланма

о Актуаллă

Кайăк грипĕнчен сыхланма

Кăнтăртан кайăксем вĕçсе килнĕ май пирĕн тăрăхра кайăк грипĕ сарăлас хăрушлăх тухса тăма пултарассине шута илсе районта чрезвычайлă лару-тăрăва сирес, çынсен хăрушсăрлăхне тивĕçтерес енĕпе командăпа-штаб тренировки пулнă. Унта хула, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, Раççей МЧС тĕп управленийĕн, "Россельхознадзорăн" Чăваш Республикинчи ветеринари управленийĕн, Патшалăх ветеринари службин, сывлăх сыхлавĕн, санэпиднадзорăн, шалти ĕçсен, районти ял хуçалăх тата экологи пайĕсен представителĕсем тата ытти яваплă çынсем хутшăннă. Вĕрентỹ Арапуç ял тăрăхĕн территорийĕнче иртнĕ. Унта чрезвычайлă лару-тăрăва сирес енĕпе ĕçлекен тытăмсем кайăк грипĕ сарăласран сыхланас енĕпе мĕнле ĕçленине тĕрĕсленĕ.

Пухăннисем пĕтĕмлетнĕ тăрăх, района кайăк грипĕ килсе тухас пулсан хăрушлăха сирсе яма пултарнине палăртнă.

Хăрушлăха хаклама вĕренни кирлех-ха, анчах та чирĕ айккинче çỹретĕр.

А. НИКОЛАЕВА.



01 апреля 2006
00:00
Поделиться