Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Вĕри чĕреллĕ ветеран

о Санăн çыннусем, район

Вĕри чĕреллĕ ветеран

Вăхăт иртет. Тăван çĕр-шывшăн пынă Аслă вăрçă вĕçленнĕренпе кĕçех 61 çул çитет. Вут-çулăм витĕр тухнă ветерансен йышĕ чаксах пырать. Çапах та пур-ха вĕсем ялсенче халĕ те. Чыс та мухтав вĕсене.

Иван Александрович Нягина районта пурăнакансем лайăх пĕлеççĕ. Вăл 1921 çулхи апрелĕн 5-мĕшĕнче Энĕшпуç ялĕнче çуралнă. 1937 çулта ялти çичĕ çул вĕренмелли, 1940 çулта Пысăк Енккассинчи вăтам шкулсене ăнăçлăн вĕренсе пĕтерет. 1941 çулхи мартăн 9-мĕшĕнче И.А.Нягина Хĕрлĕ Çара илеççĕ, Львов хулинче службăра тăрать.

Хăрушă вăрçă пуçлансан, чикĕ хĕрринче вăл малтанхи кунсенчех фашистсене хирĕç çапăçăва кĕнĕ, ураран çăмăл аманса Киевра госпитальте выртнă. Сывалсан, 1941 çулхи август уйăхĕнче Киев хулине хỹтĕленĕ.

1942 çулхи июльте Белгород облаçĕнчи Старый Оскол хули çывăхĕнче пĕр хаяр çапăçура И.Нягинăн сулахай аллине, хулпуççи шăммисене пульăпа тата осколкăсемпе йывăр амантнă. Хăюллă салтака тăватă хутчен операци тунă хыççăн вăрçă инваличĕ 1943 çулхи июльте тăван яла таврăнать.

1943 çулхи октябрь уйăхĕнче ăна районти ОСОАВИАХИМ совечĕн председателĕ пулма уйăраççĕ. Кунта фронт валли снайперсем, минометчиксем, пулеметчиксем, телефонистсем, сандружинницăсем хатĕрленĕ. 1944 çулта И.А.Нягин ертсе пыракан Вăрмарти ОСОАВИАХИМ совечĕ республикăра пĕрремĕш вырăна тухнă, куçса çỹрекен Хĕрлĕ ялава çĕнсе илнĕ. 1947 çулта Иван Александровича СССР ОСОАВИАХИМ Центральнăй Комитечĕ Хисеп грамоти тата укçа парса хавхалантарнă.

Фронтовик вăрçă хыççăн мирлĕ ĕçе пикенет. 1949 çулта Етĕрнери ветеринари фельдшерĕсем хатĕрлекен шкулта вĕренет. Вунă çул хушши Чăвашзооветснаб пĕрлешĕвĕн склачĕн пуçлăхĕ пулса ĕçлет. 1958 çулта Загорскри ял хуçалăх техникумне заочно майпа вĕренсе пĕтерет. 1960 çулта, тăван яла таврăнсан, "Авангард" колхоз председателĕн çумĕ пулса ĕçлет. 1965-1981 çулсенче "Авангард" совхозăн рабочком председателĕ. И.Нягин тăрăшнипе хуçалăхра чылай паха ĕçсем туса ирттернĕ: рабочисен ĕç условийĕсене лайăхлатнă, фермăсем, складсем ỹссе ларнă. Ялта çĕнĕ шкул тунă, электрификаци тата газификаци ĕçĕсенче те унăн тỹпи пысăк.

И.Нягин вăрçăра паттăрлăх кăтартнăшăн "Хăюлăхшăн", "Киева хỹтĕленĕшĕн" медальсем, Отечественнăй вăрçăн II степень орденне тата ытти нумай юбилей медалĕсемпе знакĕсене илнĕ.

1978 çулта ăна халăха çарпа патриотла воспитани парас тата культура ĕçне активлă хутшăнса çитĕнỹсем тунăшăн "Чăваш АССРĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ята панă.

Иван Александрович хăйĕн мăшăрĕпе Клавдия Александровнăпа тăватă ача пăхса ỹстернĕ. Халĕ вĕсем пурте тивĕçлĕ пĕлỹ илсе тĕрлĕ çĕрте ĕçлеççĕ, хăйсен ачисене пăхса çитĕнтереççĕ.

Тăван районăн паллă çынни, вăрçăпа ĕç тата РОСТО ветеранĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Энĕшпуç ялĕн "Хисеплĕ гражданинĕ" пултаруллă, вĕри чĕреллĕ, çирĕп чунлă ентеш - Иван Александрович Нягин - çак кунсенче 85 çул тултарать.

И. КРИКОВ,
Энĕшпуç шкулĕнчи Çар Мухтавĕн
музейĕн руководителĕ.



01 апреля 2006
00:00
Поделиться