Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Хăйсем валли те, сутмалăх та çителĕклĕ

о Çур акине хатĕрленсе

Хăйсем валли те, сутмалăх та çителĕклĕ

"Шигали" хуçалăхра вăрлăхлăх тырăсене тасатса кондицие çитерессипе хĕрсех ĕçлеççĕ. Çурхи пĕрчĕллĕ культурăсене кăçал 520 гектар çинче акса хăварма палăртнă. Вăрлăхĕ çителĕклĕ, пурте кондициллĕ. Унсăр пуçне нумай çул ỹсекен курăксен вăрлăхне те кондицие лартса акма юрăхлă тăваççĕ. Сутмалăх та çителĕклĕ вĕсем. Ку ĕçре Н.Сормулатова, Н.Софронов, Н.Константинов, В.Яндутов, В.Тарасов, Ю.Данилов, С.Сормулатов, С.Чернова, Г.Александрова хастарлăх кăтартаççĕ. Вĕсен ĕçĕпе хуçалăхри В.Тапинов агроном çав тери кăмăллă. "Ял хуçалăх культурисенчен пысăк тухăç илес тесен паха вăрлăх кирлĕ, унсăр пуçне минераллă удобренисемпе усă курмалла. Чи кирли - ĕçлеме ỹркенмелле мар", - тет агроном. Шăхальсем вара ĕç енчен ỹркенсех тăмаççĕ. Кашни самантпа туллин усă курса вăхăтра акса-лартма тăрăшаççĕ. Вăрлăхлăх культурăсене туянма тĕрлĕ çĕртен килеççĕ кунта. Паянхи куна тулăн "Тулайковская-10", урпан "Эльф" сорчĕсене, нумай çул ỹсекен курăксенчен козлятникпа люцерна вăрлăхĕсене кăмăлласах туянаççĕ.

А. АНТОНОВА.



05 апреля 2006
00:00
Поделиться