Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ыранхи кун шанăçĕ пĕтмен-ха

о АПК аталанăвĕ

Ыранхи кун шанăçĕ пĕтмен-ха

Кĕçех юр ирĕлсе пĕтĕ те пĕтĕм халăх акана тухĕ. Анчах та ака вăхăчĕ çитиччен районта тумалли ĕçсем пайтах. Хуçалăхсем чылайăшĕ панкрута тухас умĕнхи тапхăрта. Апла пулсан вĕсенче çур аки шухăшĕ иккĕмĕш вырăнта кăна пулĕ. Халĕ вĕсем хуçалăха сыхласа хăварас тесе майсем шыраççĕ. Çум курăк айне путнă çĕрсене сухаласа акса хăварасси вара фермер (хресчен) хуçалăхĕсемсĕр тата уйрăм çынсемсĕр май килместех. Çавăнпа та вĕсене патшалăх енчен пулăшма ятарлă программа та хатĕрленĕ. Çакă "Агропромышленность комплексĕн аталанăвĕ" наци проектне пурнăçлама пулăшать те ĕнтĕ. Унта палăртнипе фермер ЊхресченЌ хуçалăхĕсемпе уйрăм çын тытакан хушма хуçалăхсене çăмăллăхлă кредит парса пулăшаççĕ. Кашни ял çынниех халĕ 300 пин тенкĕ таран кредит илме пултарать, патшалăх вара процент ставкине рефинансированин тулли ставкин виçипе субсидилет. Çакăн пирки халăх хушшинче ăнлантару тата йĕркелỹ ĕçĕсем ирттерес енĕпе еплерех тăрăшмалли çинчен калаçма пуçтарăнчĕç те ĕнтĕ райадминистрацине поселок, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, фермер ЊхресченЌ хуçалăхĕсен представителĕсем тата хушма хуçалăх тытакан уйрăм çынсем. Канашлăва район пуçлăхĕ В.Кириллов, ял хуçалăх тата экологи пайĕн специалисчĕсем тата ыттисем те хутшăнчĕç. Çăмăллăхлă кредит илессин майĕсемпе Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствин тата Чăвашперекетбанк представителĕсем тĕплĕн паллаштарчĕç. Сăмах укçа-тенкĕ ыйтăвĕ тавра пынă май калаçу хĕрỹ пулчĕ. Пухăннисем тĕрлĕ ыйтусемпе интересленчĕç. Чăвашагроснаб представителĕ ял хуçалăх техники туянмалли йĕркине ăнлантарчĕ. Канашлури тĕп тĕллев ял хуçалăх отрасльне аталантарасси пулчĕ. Хресченĕн ыранхи кун шанăçĕ пĕтмен-ха. Канашлăва пĕтĕмлетнĕ май çакна район пуçлăхĕ В.Кириллов та çирĕплетсех каларĕ.

А. НИКОЛАЕВА.



05 апреля 2006
00:00
Поделиться