Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пĕрне-пĕри ăнланса

о Интервью

Пĕрне-пĕри ăнланса

2005 çулта Чăваш Республикинче ветеринарипе фитосанитари надзорĕсен Федераллă çĕнĕ структури йĕркеленсе ĕçлеме пуçларĕ. Кĕскен ăна "Россельхознадзор" теççĕ. Çак çĕнĕ структура ветеринари енчен, ỹсен-тăрансене сыхлас енĕпе, çут çанталăкри чĕр чунсене ĕрчетес пирки йышăннă саккунсене еплерех пурнăçласа пынине тĕрĕслесе тăрать. Урăхла каласан, малтанхи çулсенче ĕçленĕ ветнадзор, фитонадзор, пулăнадзорĕ, сунарнадзорĕ службисем пĕр çĕре пуçтарăннă. Пирĕн районта та çакăн пек Федераллă сельхознадзор структурин пайĕ йĕркеленĕ. Вăл Вăрмар поселокĕнчи Ленин урамĕнчи 15 çуртра вырнаçнă.

Пирĕн корреспондент А. НИКОЛАЕВА фитонадзорăн аслă специалисчĕпе С. СЕМЕНОВПА тĕл пулса тĕрлĕ ыйтусене хуравлама ыйтнă.

- Фитосанитари надзорĕн ĕçĕ-хĕлĕпе, тĕллевĕпе тĕплĕнрех паллаштараймăр-ши?

- Фитосанитари надзорĕ виçĕ уйрăмран тăрать - карантин, вăрлăхсемпе ĕçлекен, ỹсен-тăрансене хỹтĕлес тата агрохими службисем. Пирĕн ĕçре пĕрремĕш тĕллев вăл - тĕрлĕ им-çамсемпе тата агрохимикатсемпе тĕрĕс, саккуна пăхăнса, хăрушсăрлăх прависене пăсмасăр усă курса пурнăçласси тата им-çамсемпе агрохимикатсен пахалăхне тĕрĕслесе тăрасси. Çавăн пекех çут çанталăка тĕрлĕрен хими препарачĕсемпе вараласран асăрхаттарса тăрасси те пирĕн çинех кĕрет. Ку ĕçсене эпир Куславкка, Тăвай, Канаш, Вăрнар тата хамăр район территорийĕсенче пурнăçласа пыратпăр.

- Çĕнĕрен йĕркеленнĕ системăра Сире ĕçре мĕнлерех ыйтусем уйрăмах пăшăрхантараççĕ?

- Юлашки 10-15 çул хушшинче хуçалăхсенче ĕç дисциплинин йĕркине манăçа хăварни ĕçре чылай чăрмав кỹрет. Чи малтанах - тĕрлĕ им-çамсемпе, агрохимикатсемпе саккунсене пăхăнмасăр, мĕнле май килнĕ çавăн пек усă курни. Тĕслĕхрен: иртнĕ ĕмĕрте - сакăрвуннăмĕш çулсенче им-çамсемпе ĕçлекенсене, механизаторсене яланах медицина комиссийĕ тĕрĕсленĕ, вĕсене хăрушсăрлăх правилисене вĕрентсе пынă пулсан, халĕ вара кун çинчен районти хуçалăхсенче пачах та манса кайнă темелле. Çакăн сăлтавĕсем нумай пулĕ-ха, анчах та ĕçлекен çыннăн сывлăхĕ пирки шухăшламаллах. Çут çанталăка тĕрлĕ имçамсемпе, агрохимикатсемпе тĕрĕс усă курманнипе вараламалла мар. Тĕслĕхрен, тĕрлĕ сăлтавсене пула районти хăш-пĕр хуçалăхсем саланса кайрĕç. Халĕ вĕсенче усă курмасăр юлнă, юрăхсăра тухнă имçамсем нумай упранаççĕ. Хальлĕхе вĕсем кивĕ складсенчех выртаççĕ, хăш-пĕр çĕрте хуралтăсем те çук. Çак хуçасăр, срокран тухнă имçамсем экологи енчен тата хăрушсăрлăх правилисене тытса пырассинчен йывăрлăхсем кăларса тăратаççĕ. Çавăнпа та çак имçамсене пуçтарса, тирпейлесе пĕр çĕре пухса хумалла, кайран вĕсене республика тулашĕнче уйрăм çĕрте пăрахăçлаççĕ.

- Уйрăм хуçалăхсем валли халĕ пĕтĕм çĕрте тенĕ пекех тĕрлĕрен имçамсем сутаççĕ. Вĕсен пахалăхĕ пирки мĕн калама пултаратăр эсир?

- Кашни çулах пирĕн çĕр-шывра имçамсемпе агрохимикатсем нумай туса кăлараççĕ. Вĕсене тĕрлĕ енчен тĕрĕслеççĕ, регистрацилеççĕ те "Раççей Федерацийĕн территорийĕнче усă курма ирĕк панă пестицидсемпе тата агрохимикатсен каталогĕ" ятлă ятарлă кĕнеке çине пичетлесе кăлараççĕ. Çапла вара саккунпа пăхса хăварнă тăрăх "Каталога" кĕмен имçамсемпе агрохимикатсене реклама пама тата сутма юрамасть. 2005 çулта хамăр республикăри "Россельхознадзор" специалисчĕсем тĕрĕсленĕ тăрăх 38 тĕрлĕ ултавлă имçамсем сутнине тупса палăртнă. Уйрăмах пасарсенче сутакансем хăйсен таварĕсен пахалăхĕ пирки пĕлсех каймаççĕ. Сутаççĕ пулсан, норматива пăхăнса ĕçлемелле. Кăçалтан пуçласа имçамсене саккуна пăсса сутнăшăн пысăк штраф хураççĕ: уйрăм çынсене 5 пин тенкĕ таран, яваплă вырăнтисене 100 пин тенкĕ таран штраф тỹлеттереççĕ.

- Кĕçех çурхи тапхăр пуçланать. Хуçалăхсемпе уйрăм çынсене хăвăр енчен мĕн каланă пулăттăр?

- Çурхи ĕçсем çитиччен нумай вăхăт юлмарĕ. Хальхи вăхăтра ял хуçалăх специалисчĕсем запас пайсем, сĕрмелли-çунтармалли материалсем туянаççĕ, техникăна юсаççĕ. Тĕрлĕ ĕçсемпе пĕрле ĕçлекен çынсене хăрушсăрлăх правилисене тепĕр хут аса илтерсен тата медицина комиссийĕ витĕр кăларсан питех те лайăх пулмалла, сывлăхшăн усăллă ятарлă тум-тирсемпе тивĕçтермелле. Тĕрлĕ имçамсемпе агрохимикатсем туяннă чухне вĕсене ятарлă операторсенчен туянмалла. Уйрăм çынсен ятарлă магазинсенчен сутăн илмелле. Хăрушсăрлăх йĕркине хуть те хăçан та пăхăнса тăмалла, вара тин пирĕн умра чрезвычайлă лару-тăру та сахалтарах пулĕ.



05 апреля 2006
00:00
Поделиться