Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Тикаш каччи - çĕр-шыв хуралĕнче

о Çар

Тикаш каччи - çĕр-шыв хуралĕнче

Саша Жирнов Тикаш шкулĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Шупашкарти педагогика колледжĕнче пĕлĕве малалла ỹстерет. Унтан ăнăçлă вĕренсе тухать. Çамрăк каччăна часах Раççей çарне илеççĕ.

"Командирсемпе начальниксем каланине итле, чăваш ятне çỹлте тыт, çĕр-шыв хуралĕнче сыхă пул!" - салтака кайнă чухне ашшĕ-амăшĕсемпе юлташĕсем каланă çак сăмахсене паян кун та асра тытать вăл.

Саша малтанах службăна Архангельск облаçĕнчи Мирный хулине лекет. Унта ултă уйăх пулнă хыççăн ăна Киров облаçĕнчи çар чаçне куçараççĕ. Хуть те ăçта пулсан та пирĕн ентеш çар тивĕçĕсене тỹрĕ кăмăлпа пурнăçласа пырать.

Тикашра пурăнакан Галина Петровнăпа Олег Анатольевич Жирновсем патне Саша тăракан çар чаçĕн командирĕнчен Тав çырăвĕ килчĕ. Унта çапла çырнă:

"Хисеплĕ Олег Анатольевич тата Галина Петровна! Сирĕн Александр ывăлăр службăра стратегилле ракета çарĕсенче тăрать. Вĕсем сыхă пулнинчен Раççей хăрушсăрлăхĕ, ăнăçлăх, мир тата ентешсен канлĕ пурнăçĕ килет. Пирĕн çар чаçне 1960 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнче йĕркеленĕ, 1999 çулта ăна "Кироври ракета полкĕ" ят панă.

Çĕр-шыва юрăхлă çын çитĕнтерсе панăшăн Сире чĕререн тав тума ирĕк парсамăр.

Александр дисциплинăллă, хушнă ĕçе пурнăçлакан çар служащийĕ, ăста специалист. Çар дежурствине "лайăх" тата "питĕ лайăх" паллăсемпе ирттерет. Çарти çăмăл мар условисенче те патшалăх ун умне тăратнă мĕн пур яваплăха туйса, должноçри тивĕçĕсене, командирсемпе начальниксен приказĕсене пахалăхлă тата тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлать. Командирсемпе юлташĕсем хушшинче çĕнсе илнĕ авторитетпа усă курать.

Тавтапуç сире, ывăлăра тĕрĕс воспитани парса ỹстернĕшĕн. Сирĕн ывăлăр пирĕн полкăн мухтавлă йăли-йĕркисене малалла тăсса пырасса, службăри тивĕçĕсене тỹрĕ кăмăлпа пурнăçласа пынипе çĕр-шыва хỹтĕлес енĕпе хăйĕн тỹпине хывасса, вăл запаса кайнă хыççăн та ун пирки ырăпа кăна аса илессе шансах тăратпăр.

Сире телей, çирĕп сывлăх, çемьере ăнăçу, мĕн пур пуçланă ĕçсенче çитĕнỹ сунатăп.

Сире хисеплесе чаç командирĕ В.Могильник".

Çапла, чăннипех те пултаруллă ывăл çитĕнтернĕ Тикашри Жирновсем.

А. ХОВАНСКИЙ.



05 апреля 2006
00:00
Поделиться