Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çĕнтерỹçĕ

Çĕнтерỹçĕ

Çак кунсенче Çĕнĕ Шупашкарта "Лукойл" компани автомашинăсемпе чупассипе "Джип-Арена-2006" уçă фестиваль ирттернĕ. "Нива" автомобилĕн тăххăрмĕш номерлĕ экипажĕ пĕрремĕш вырăна тухнă. Руль умĕнче Кавал ялĕнче çуралнă А.Ашмарин милици майорĕ пулнă.

Анатолий Михайлович техникăпа ачаранах туслă, çар хĕсметне кайичченех вăл ял çыннисене техника тĕлĕшĕпе маттур пулнипе тĕлĕнтернĕ. Çар службин аслă лейтенанчĕ автоçул инспекцине ĕçе куçнă хыççăн автомашинăсемпе кăсăкланма пăрахман, республикăн Шалти ĕçсен министерствин автоинспекцийĕн батальон командирĕн заместителĕ пулнă май, вуншар-вуншар техника единицине пăхса тăрать.

Ăмăртура çĕнтернĕшĕн "Лукойл-Волгонефтепродукт" тулли мар яваплă общество экипажа 500 литр нефть продукчĕ илме укçа уйăрнă.

В. ТОЛМАТОВ.



08 апреля 2006
00:00
Поделиться