Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çамрăк çемьесене - çурт-йĕр

о Пулăшу

Çамрăк çемьесене - çурт-йĕр

Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен бюджетĕнчен субсидине çамрăк çемьесене, ялта пурăнакан тата социаллă сферăра вăй хуракан çамрăк специалистсене çурт-йĕр çавăрма е илме параççĕ. Агропромышленность комплексĕнче вăй хуракан, ялта пурăнакан е ялта пурăнма шутланă, çурт-йĕр çук е ялта пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма палăртнă мăшăрсенчен пĕри 30 çула çитмен е ачаллă тулли мар çемьеллĕ (ашшĕ е амăшĕ 30 çула çитмен) РФ гражданĕсем кĕреççĕ. Унсăр пуçне РФ гражданинĕ 30 çула çитмен, алла диплом илнĕ е вĕрентỹ учрежденийĕнче юлашки курсра вĕренекен, 5 çул агропромышленность комплексĕнче хăйĕн квалификаципе вăй хума пултаракан е вĕрентỹ учрежденине пĕтернĕ, çурт-йĕр çук е çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатас текен çамрăк специалиста çак субсидине параççĕ. Социаллă сферăра (вĕрентỹ, социаллă пулăшу, культурăра, физкультурăпа спорт сферинче) вăй хуракан, ялта пурăнакан е вĕрентỹ учрежденийĕнче юлашки курсра вĕренекен, анчах та 5 çул хăйĕн квалификаципе ялта ĕçлеме пултаракан е алла диплом илнĕ, çурт-йĕр çук е пурăнмалли çурт-йĕр условисене лайăхлатас текен çынсем субсиди илме пултараççĕ. Çакна пурнăçлакансем: вырăнти хăй тытăмлăх органĕн уполномоченнăйĕ, агропромышленность субъекчĕн сферинче ĕçе йĕркелесе пыракан, хресчен (фермер) хуçалăхĕнче ĕçпе тивĕçтерекенсем.

Çурт-йĕре килĕшỹ туса 5 çуллăха параççĕ, ăна çамрăк çемье пĕчĕккĕн тỹлесе илме те пултарать.

Çурт-йĕр çавăрма е туянма укçа-тенкĕпе федераллă бюджетран та уйăрса параççĕ. Ăна панă чухне çурт-йĕрĕн хакне шута илеççĕ.

Н. ЯКОВЛЕВ,
райадминистрацин
пай начальникĕ.


08 апреля 2006
00:00
Поделиться