Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çур акине хатĕрленсе

о Фермер сăмах илет

Çур акине хатĕрленсе

Юлашки çулсенче ял хуçалăх отраслĕ юхăнма пуçлани никамшăн та вăрттăнлăх мар. Кун çине правительствăрисем те лăпкăн пăхма пултараймарĕç. Чăваш Енре "АПК аталанăвĕ" наци проекчĕ те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вăл хресченĕн пурнăçне тĕпрен улшăнусем кĕртессе çĕр çинче вăй хуракансем шансах тăраççĕ пулĕ. Çакăн пирки калаçрăмăр та ĕнтĕ Кĕлкешри фермер (хресчен) хуçалăхĕн пуçлăхĕпе Н.Ямуковпа.

"Фермер (хресчен) майĕпе ĕçлеме пуçлани нумай çулсем иртрĕ ĕнтĕ. Хамăн ĕçри опытпа калатăп - çыннăн хăйĕн ĕçлес кăмăлĕ пулмасан пĕр япала та пулма пĕлмест. Чи малтанах çыннăн ăс-хакăлĕпе кăмăл-туйăмне улăштармалла. Патшалăх ялта пурăнакансен ĕç-хĕлне çăмăллатма кредит парса пулăшни калама çук пысăк пулăшу. "АПК аталанăвĕ" наци проекчĕ районта та ĕçлеме тытăнчĕ темелле. Çуркунне çитрĕ, кĕçех хуçалăхра хĕрỹ ĕçсем пуçланмалла. Анчах та çур акине тухма техникине те юсамалла, тĕрлĕрен запас пайсем те чылай кирлĕ. Çунтармалли-сĕрмелли материалсем, удобрени тата тĕрлĕрен ядохимикатсем те сахалах мар кирлĕ. 250 гектар çинче пĕрчĕллĕ культурăсем, 30-40 гектар çĕр улми, 15 гектар сахăр кăшманĕ, хĕрлĕ кăшман 4, кишĕр 4 гектар çинче çитĕнтерме палăртнă. Нумай çул ỹсекен курăк - люцерна - хальлĕхе 50 гектар çинче çитĕнет. Патшалăх пулăшăвĕпе усă курса "Кульгешский" хуçалăх çĕрне илсе сухаласа акас кăмăл та пур", - тет Н.Ямуков фермер.

Унăн хуçалăхне çитсе курнă чухне кунта Г.Григорьевпа Н.Иванов механизаторсем хĕрсех ДТ-75 трактора юсатчĕç. Ĕçлес хастарлăхĕ пысăк хăйсен.

А. НИКОЛАЕВА.



08 апреля 2006
00:00
Поделиться