Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ачасене - культурăллă мероприятисем

о Ăс-хакăл çутлăхĕн çулталăкĕ

Ачасене - культурăллă мероприятисем

Ăс-хакăл çутлăхĕн çулталăкне халалласа районти Культурăпа кану центрĕн культурăллă программăсен дирекцийĕ йĕркеленипе Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕрремĕш номерлĕ пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти иккĕмĕш "б" класра вĕренекенсемпе (вĕрентекенĕ Г.Федорова) "Маленькая фея" конкурс иртнĕ. Вăл театрализациленĕ представлени евĕр пулчĕ, залра ларакансене тỹрех тыткăна илчĕ. Çак конкурсăн тĕп тĕллевĕ - çамрăк ăрăвăн художествăлла творчествине аталантарасси, наци культурине ỹстересси, чăвашсен йăли-йĕркине вĕрентесси. Савăнăçлă мероприятире пурĕ 9 хĕрача: М.Гурьева, Ю.Тимофеева, Т.Петрова, А.Романова, О.Петрушкова, Е.Кузьмина, Г.Семенова, К.Архипова, М.Родзянова хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Жюри членĕсем: жюри председателĕ - райадминистрацин вĕрентỹ тата çамрăксен политикин пайĕн ертсе пыракан специалисчĕ М.Мясникова, районти тĕп библиотекăн методисчĕ Т.Федорова, культурăпа кану центрĕн специалисчĕсем - Л.Волостнова, В.Пичкова, ачасемпе çамрăксен пултарулăх çурчĕн методисчĕ Т.Петрова пултаруллă хĕрачасене 6 конкурспа ("Визитка", "Красота своими руками", "Сказка", "Алло! Мы ищем таланты", "Чувашский национальный костюм", "Бал") хакларĕç. Пĕчĕк хĕр-пикесене ташă çеммине хăйсен класĕнче вĕренекен арçын ачасем чĕнчĕç. Ташă вĕçленсен вĕсене чĕрĕ чечексем парнелерĕç. Çак конкурсра пур хĕрача та маттур та пултаруллă пулчĕç. Хăйсем мĕн пултарнине сцена çинче уçăмлăн кăтартрĕç. Çавăнпа та вĕсене уйрăм предпринимательсем В.Енькова, В.Волков хаклă йышши парнесем парса чысларĕç.

Т. ПИЧКОВА,
районти Культурăпа кану центрĕ çумĕнчи
культурăллă программăсен директорĕ.


08 апреля 2006
00:00
Поделиться