Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Коллективлă килĕшỹ пурнăçа кĕрет-и?

о Пуху

Коллективлă килĕшỹ пурнăçа кĕрет-и?

Иртнĕ çулхи ĕç кăтартăвĕсем "Урмарская" кайăк-кĕшĕк фабрики районта малта тата лайăх аталанса пыракан хуçалăх пулнине тепĕр хут çирĕплетсе пачĕç. Пĕлтĕрхи ĕç кăтартăвĕсене вĕсем нумаях пулмасть ĕç коллективĕн пухăвĕнче пăхса тухрĕç. Унта вырăнти специалистсемсĕр пуçне Хусанти чукун çул уйрăмĕн профсоюз комитечĕн председателĕн заместителĕ В.Макаров, ветеринари наукисен профессорĕ М.Салахов, район администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ Л.Петров, хуçалăх директорĕ, Чăваш Республикин ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Н.Петров тата ыттисем те хутшăнчĕç.

Чи малтанах Н.Петров хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. "Урмарская" кайăк-кĕшĕк фабрикин профсоюз комитечĕн председателĕ Г.Петров хуçалăхпа профсоюз организацийĕ хушшинче коллективлă килĕшỹ мĕнле пурнăçа кĕрсе пыни çинчен тĕплĕн каларĕ. Хуçалăх администрацийĕ кунти рабочисене тĕрлĕ енлĕ пулăшу парса пырассипе аван ĕçленине палăртрĕ. Пĕтĕмĕшле пăхса тухнă хыççăн та хуçалăхри рабочисем коллективлă килĕшĕвĕн условийĕсене пурнăçа кĕртес енĕпе хуçалăх ертỹçисемпе специалисчĕсем аван ĕçлесе пынă тесе хак пачĕç.

Пухăва хутшăннă яваплă çынсем пурте сăмах тухса каласа "Урмарская" кайăк-кĕшĕк фабрики кăçал пĕлтĕрхинчен те лайăхрах ĕçлеме пултарассине палăртрĕç. Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров ял хуçалăхне аталантарас енĕпе палăртнă наци проектне пурнăçа кĕртессишĕн çине тăмалли пирки чарăнса тăчĕç.

Н. ВАСИЛЬЕВ,
райадминистрацин
ял хуçалăх тата экологи
 пайĕн тĕп специалисчĕ.


08 апреля 2006
00:00
Поделиться