Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Тĕрĕс çулпа пымалла

о Ял хуçалăх çыравĕ

Тĕрĕс çулпа пымалла

Кĕçех ял хуçалăх çыравĕ. Специалистсем палăртнă тăрăх, çак çырав ĕçĕ иртнĕ халăх çыравĕнчен чылай кăткăсрах. Çакăн пек çырав иртнĕ ĕмĕрĕн çирĕммĕш çулĕнче пулнă. Унтанпа çĕр-шывра самана тĕпренех улшăнчĕ темелле. Çав хушăра ял хуçалăх производстви те. Хальхи çыравра пурне те тĕплĕн палăртсан агропромышленноçпа апат-çимĕç программине тĕрĕс çулпа илсе пыма май пулĕ. Çавăнпа та, ял хуçалăх енĕпе мĕн çыхăннă, пурне те тĕрĕс çырса палăртмалла. Переписчиксемпе халăх хушшинче пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлени çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çак ыйтусем пирки пычĕ те ĕнтĕ калаçу райадминистрацинче пулса иртнĕ çырав ирттерес енĕпе ĕçлекен районти комиссин канашлăвĕнче. Канашлăва район пуçлăхĕ - çырав комиссийĕн председателĕ В.Кириллов ертсе пычĕ. Ку ĕçе йĕркелесе ирттерес енĕпе Чулкаспа Аслă Чак ялĕсен тăрăхĕсенче ĕçсем еплерех пынипе И.Сергеевпа Л.Федорова паллаштарчĕç. Çавăн пекех Вăрмар хула тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Васильев хуçалăх кĕнекине йĕркелесе ярасси пирки калаçрĕ, тĕрлĕ ыйтусемпе интересленчĕ.

"Информаципе ăнлантару ĕçĕ çырава хатĕрленнĕ тапхăрта пĕлтерĕшлĕ, çавăнпа та ку ĕçе яваплăха туса пурнăçламалла", - терĕ канашлăва пĕтĕмлетсе В.Кириллов.

А. АНТОНОВА.



08 апреля 2006
00:00
Поделиться