Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

"Вăтам" хак пачĕç

о Вырăнти хăй тытăмлăх

"Вăтам" хак пачĕç

Кавалти культура çуртĕнче ял халăхĕн пухăвĕ иртрĕ. Ăна ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Иванов уçрĕ. Кавалсемпе тĕл пулма район пуçлăхĕн экономика ыйтăвĕсемпе ĕçлекен пĕрремĕш заместителĕ Г.Петрова, ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕ Л.Петров тата Н.Васильев тĕп специалист килнĕ.

Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Иванов иртнĕ çулхи ĕçсемпе паллаштарчĕ.

2005 çулта Кавал, Пăвакасси, Кивĕ Вĕренер, Çиçтĕпе, Чăрăшçырма ялĕсенче "кăвак çулăм" ялкăшма пуçланă, газ кĕртсе пĕтернĕ. Кавал ялĕн тĕп урамне 2 километр ытларах вак чул сарса тикĕсленĕ.

Ара юхан-шывĕн çыранĕсене çурса каясран сыхласа пĕве тунă. Ял çумĕнчи пĕвене тĕпрен юсанă, çирĕплетнĕ. Халĕ кунта ял çыннисене шыва кĕме те, пулă тытма та меллĕ. Çак ĕçсене пурнăçлама хăй вăхăтĕнче И.Таратин, район Пухăвĕн депутачĕ В.Адюков пулăшнă. Пăвакасси ялĕ патĕнче 600 метр тăршшĕ çула асфальт сарнă. Ку ĕç малалла пырать.

Пăвакасси ялĕнчен Çиçтĕпе ялĕ еннелле пĕр километр асфальт çулĕ сарма тата Мислер çырмине пысăк пăрăхсем хурса тăвайккине сĕвеклетме палăртнă.

Отчета сỹтсе явса ял администрацийĕн ĕçне "вăтам" хак пачĕç. Унтан райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕ Л.Петров сăмах каларĕ. Вăл хуçалăхсене, фермерсене тата хушма хуçалăхсене малалла аталанса кайма патшалăх кредит парса пулăшни çинчен ăнлантарса пачĕ. Унтан район пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ Г.Петрова тухса калаçрĕ.

Пуху хыççăн Кавалти культура çурчĕ çумĕнчи художествăлла пултарулăх коллективĕ пысăк концерт лартса парса халăха савăнтарчĕ.

В. ТУРТУШОВ,
обществăлла корреспондент.
Кавал ялĕ.


08 апреля 2006
00:00
Поделиться