Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

В.АНТОНОВ министр - пирĕн районта

о Ĕçлĕ çул çỹрев

В.АНТОНОВ министр - пирĕн районта

Кĕçнерникун пирĕн районта ĕçлĕ визитпа Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министрĕ В.Антонов пулса районти шалти ĕçсен пайĕнчи сотрудниксемпе канашлу ирттернĕ. Унта район пуçлăхĕ В.Кириллов, район прокурорĕ С.Павлов хутшăннă.

Чи малтанах районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ И.Константинов канашлăва пухăннисене районти лару-тăрупа паллаштарчĕ, преступленисен шучĕ ỹснине палăртрĕ.

Министр мĕн пур преступленисен шутне чакарассипе çыхăннă профилактика мероприятийĕсем ытларах ирттермелли,ЧР Президенчĕ Н.Федоров Патшалăх Канашне янă Çырура палăртнă пысăк пĕлтерĕшлĕ наци проекчĕсене туллин пурнăçлама пулăшмалли пирки каларĕ. Шалти ĕçсен пайĕн ĕçĕ-хĕлĕпе, кăçалхи пĕрремĕш квартал пĕтĕмлетĕвĕсемпе тĕплĕн паллашрĕ, критикăлла асăрхаттарусем турĕ.

Юлашкинчен, министр республикăри лару-тăрупа паллаштарчĕ, милицин мĕн пур сотрудникĕсене хăйсен ĕçне яваплăха туйса тивĕçлипе пурнăçлама чĕнсе каларĕ.

В. ГУРЬЕВА.



08 апреля 2006
00:00
Поделиться