Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çур ĕмĕр ытла çыратăп

о Районти "Хĕрлĕ ялав" хаçат юбилейĕ умĕн

Çур ĕмĕр ытла çыратăп

Шăвать кун-çул, утать, васкать, чупать хăйĕн йĕрĕпе. Акă эпĕ те 79 çула кайрăм. Хаçат та манран юласшăн мар. Вăл та 75 çул тултарать. Юбилей умĕн кашни корреспондент каялла çаврăнса пăхать, хăй çырнă статьясене аса илет, тишкерсе тухать.

Эпĕ пысăк çемьере, Шăхальте çуралса ỹснĕ, çавна май аттепе анне пире пĕчĕклех колхоз ĕçне кỹлĕнтернĕ. Вунă-вунпĕр çулта эпир лашапа килĕрен-киле çỹресе кĕл пухаттăмăр, кайăк-кĕшĕк тислĕкĕ турттараттăмăр, уйра юр тытаттăмăр. Вăрçă вăхăтĕнче трактор çинче плугарьте, комбайнер помощникĕнче, авăн çапакан молотилка машинистĕнче, трактор бригадинче учетчикре вăй хунă. Шăпах 1942 çулхи хĕл пуçламăшĕнче районти "Хĕрлĕ ялав" хаçатра манăн "Кĕл пухатпăр" ятлă пĕр пĕчĕк заметка пичетленсе тухрĕ. Вуласа тухрăм та, питĕ савăнтăм. Çавăн хыççăн хаçатпа тачă çыхăну тытма пуçларăм. Халĕ çур ĕмĕр ытла ĕнтĕ хаçата тĕрлĕ статьясемпе очерксем, тĕрленчĕксемпе калавсем çырса тăратăп.

Манăн пĕтĕм пурнăç хаçатпа çыхăннă тесен те йăнăш пулас çук. 1948 çулта агрономра ĕçлеме пуçласан хаçата çырас туртăм татах ỹсрĕ. Хамăрăн Сталин ячĕпе хисепленекен колхозри малта пыракансен ĕç опычĕ çинчен чылай материалсем çыртăм. Сăмахран, 1956 çулта 62 гектар çĕр çинче çĕрнĕ тислĕкпе минераллă удобренисем ытлăн-çитлĕн хывнипе тата вăрлăха тăваткал тĕмĕн акнипе кашни гектартан 800 центнер ешĕл кукуруза туса илтĕмĕр, колхозран ултă çын Пĕтĕм Союзри халăх хуçалăх çитĕнĕвĕсен выставкине хутшăнма, кĕмĕл тата бронза медальсем илме тивĕç пултăмăр. Кукуруза мĕнле майпа тухăçлă çитĕнтерни çинчен эпĕ "Плакат страница" çырса хатĕрлерĕм. Ытти материалсем те сахал мар пичетленĕ. Çавăн хыççăн ман пултарулăха кура пулĕ 1958 çулта мана районти "Хĕрлĕ ялав" хаçата ĕçлеме илчĕç. Унта эпĕ вун икĕ çул ял хуçалăх пайне ертсе пытăм.

1958 çулта редактор пулса Артем Алексеевич Алексеев ĕçлетчĕ. Пысăк опытлă, çав тери вашават çынччĕ вăл.

Каярахпа редактор пулса Иван Волков ĕçлерĕ. Вăл та ăста хаçатçă пулнă. Ун хыççăн Федор Ларионов, Николай Николаев, Ванифатий Андреев, Николай Васильев вăй хучĕç. Халĕ чăваш чĕлхине вĕрентнĕ учитель Петр Алексеев редактор пулса ĕçлет. Эпĕ ун патĕнче час-часах пулатăп.

1962 çулта Куславкка, Вăрмар, Тăвай, Канаш районĕсем пĕрлешсе пысăкланнă хыççăн хаçат Канаш хулинче чăвашла тата вырăсла "Коммунизмшăн" ятпа тухма пуçларĕ. Анчах нумай вăхăта пымарĕ вăл. Районсем уйрăлнă хыççăн каллех хамăрăн юратнă хаçат "Хĕрлĕ ялав" тухма пуçларĕ. Редакцинче эпир М.Авксентьев, А.Павлов, А.Романов (Хоруйский), А.Белова, А.Петров, В.Миронов, А.Николаев (Тăвайĕнчен), Т.Кожин, И.Иванов, В.Исаева, П.Родзянов, Р.Петрова (Васильева), П.Львова, С.Саминова тата чылай юлташсемпе туслă, хаваслă ĕçлерĕмĕр.

Хаçатра ĕçлесе курнă çынсем лайăх пĕлеççĕ: ăна вулама кăна çăмăл. Кăларма, кашни номер валли кăмăла каякан интереслĕ, усăллă материалсем тупма йывăр.

Паллах, хаçат интереслĕ, пахалăхлă тухасси чи малтан обществăлла корреспондентсен яваплăхĕнчен нумай килет. Эпĕ ĕçленĕ вăхăтра хаçата çырса тăракансен йышĕ пысăк пулнă. Канашлусене çĕршер çын ытла пухăнатчĕ. Акă, Мăнçырмаран Д.Яковлев, А.Соловьев, Чупайĕнчен Е.Михайлов, П.Алякин, П.Шашков, Энĕшпуçĕнчен А.Иванов, А.Егоров, Л.Владимирова, Пысăк Енккассинчен Н.Николаев, И.Топрисов, Пинертен Д.Федоров, Эçпеперен В.Бурмистров, А.Борьков, Шăхальтен Н.Сапаркин, Çĕнкавалтан Т.Кожин, Кĕтеснертен Алендеев хăмлаçă, Вăрмар поселокĕнчен В.Тимофеев, М.Алексеева, В.Григорьев, Н.Васильев, Г.Матвеев, А.Кузьмин, Р.Васильева, Н.Степанов, Г.Егоров, М.Голубева, Н.Иванов тата ытти чылай рабочисемпе ĕç ялкорсем хаçат тĕрекĕ шутланнă. Вĕсем тăрăшнипех хаçат интереслĕ тухнă, критикăлла материалсем те нумай пичетленнĕ.

Халăх "Йĕплĕ шăпăр" кĕтесне уйрăмах килĕштернĕ. Чăн та, критикăллă статьясем хăш пĕр пуçлăхсене килĕшсех кайман. Çавăнпах-и, тен, вĕсем хаçатçăсене тĕл пулсан та сывлăх сунмасăр иртсе каятчĕç.

Сакăрвунă çула çывхарса пыратăп пулин те, алран ручка пăрахас килмест-ха. Çулсерен очерксемпе калавсен конкурсĕсене хутшăнатăп. Унта ялан тенĕ пекех малти вырăнсене йышăнни мана татах та ытларах, лайăхрах çырма хавхалантарать.

Г. ЧЕРНОВ,
хаçат ветеранĕ, пенсионер.
 
Вăрмар поселокĕ.


12 апреля 2006
00:00
Поделиться