Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çурхи призыв йĕркеллĕ иртĕ

Çурхи призыв йĕркеллĕ иртĕ

Çурхи призыв пуçланнă. Ку призыв ытти çулхисенчен уйрăмрах. Тĕслĕхрен, призывник çар ĕç комиссариатне автотранспортпа килнĕ чух çул укçи билечĕсене упрасан, вĕсене çийĕнчех укçине тавăрса параççĕ. Çула çитнĕ ачасен списокĕ кашни ял тăрăхĕсенчех пур. Çавăнпа та призывниксем районти çар ĕç комиссариатне вăхăтра çитесси ял тăрăхĕсенче вăй хуракансенчен нумай килет. Халĕ 1979-1988 çулсенче çуралнисем салтака каяççĕ. Хăшĕсем - вĕренсе алла диплом илнисем, теприсем - отсрочка вăхăчĕ иртнисем. Чи малтанах вĕсен медицина комиссийĕ витĕр тухмалла. Сывлăх енчен япăхраххисене, тухтăр çирĕплетсе парсан, салтака илсе каймаççĕ. Шел пулин те, сывă мар ачасем нумайлансах пыраççĕ. Çавăнпа та пĕрремĕш хут учета вăхăтра тăмалла. Вĕсен чирне тупса палăртса сывалма пулăшма пулать. Кунта ашшĕ-амăшĕсем ачисемшĕн тăрăшнинчен те нумай килет. Кăçал шкул вĕренсе тухакан çамрăксен, кăмăлĕсем пулсан, тĕрлĕ çар училищисене те вĕренме кайма пулать. Кун пирки те вăраха ямасăр районти çар ĕç комиссариатне пĕлтермелле.

Çурхи призыв йĕркеллĕ иртесси призывниксем, ашшĕ-амăшĕсем, ытти яваплă çынсем пĕр-пĕрне ăнланса ĕçленинчен те нумай килет.

В. НИКОЛАЕВ,
районти çар ĕç комиссариачĕн
пай пуçлăхĕ.


12 апреля 2006
00:00
Поделиться