Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Чи лайăх вĕренекен

о Конкурс

Чи лайăх вĕренекен

Вĕрентỹ сферинчи наци проекчĕпе, "Чăваш Ен ачисем", "Пултаруллă ачасем" программăсемпе килĕшỹллĕн пултаруллă, ăслă-тăнлă, талантлă вĕренекенсене тупса палăртас тĕллевпе районта пуçласа "Çулталăк вĕренекенĕ-2006" конкурс иртрĕ. Финал турне районти культура çуртĕнче пĕтĕмлетрĕç. Районти шкулсенчен чи вăйлă 18 ачаран финалта 7 вĕренекен ăмăртрĕç.

Тĕрлĕ номинацисене хутшăнма тỹр килчĕ ачасен. Юлашкинчен, жюри пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх "Çулталăк вĕренекенĕ - 2006" ята, дипломпа хаклă парнене Аслă Чакри 11 класра вĕренекен Людмила Егорова тивĕçрĕ, ăна райадминистрацин вĕрентỹ тата çамрăксен политикин пай пуçлăхĕ Ю.Соколов республика шайĕнче иртекен конкурсра çитĕнỹсем тума ăнăçу сунчĕ.



12 апреля 2006
00:00
Поделиться