Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Имçамласа кăна акар

о Çур аки умĕн

Имçамласа кăна акар

Çур аки çитсе тăчĕ. Çĕр ĕçченĕшĕн ку чи яваплă тапхăр. Пурне те туса ĕлкĕрмелле, вăрлăхне те акма юрăхлă тумалла, имçамламалла тата ытти те.

Юлашки çулсенче ял хуçалăх культурисене агротехника требованийĕсене пăхăнса акса-лартса тума пăрахрăмăр. Çав сăлтавсене пулах ял хуçалăх культурисен тухăçĕ самаях чакрĕ. Вĕсем тĕрлĕрен чир-чĕрсемпе чирлеме пуçларĕç. Сăлтавĕ - юлашки çулсенче акас умĕн вăрлăхсене ядохимикатсемпе имçамлассине кирлĕ пек хакламанни. Тĕслĕхрен, пĕлтĕрхи 2005 çул районти хуçалăхсенче пурĕ 2335 тонна тĕш тырă вăрлăхĕ акнă, çав шутран вăрлăхсене 1276 тонна кăна имçамласа акнă. Хăш-пĕр хуçалăхсенче вара вăрлăха пачах имçамламан. Вĕсен шутĕнче "Ковали", "Орнарский", "Яниковский" хуçалăхсене кĕртмелле.

Тулă вăрлăхĕ çинче вутпуççи ЊголовняЌ чирĕ сарăлма пултарать. Вăрлăха тĕрлĕ имçамсемпе сиплемесен çак чир татах та вăй илсе кайĕ. Вăхăтра имçамламанни ỹсен-тăрансене темиçе тĕрлĕ чиртен сипленме май парать. Çав шутран тымар çĕрекĕн чирĕсем, гельминтоспориоз, фузариоз тата ытти чирсемпе кĕрешме май парать. Вутпуççи чирĕсемпе кĕрешме системлă препаратсем лайăхрах. Вĕсен шутĕнче "Доспех", "Комфорт", "Дивидент", "Премис", "Витавакс", "Байтан" тата ытти тĕрлĕ йышши имçамсем кĕреççĕ. Тымара çĕртекен чирсемпе "Планриз", ТМТД, Колфуго препарачĕсемпе усă курма юрать. Биологиллĕ майлă "Планриз" препарат та усăллă. Вăл вăрлăх шăтаслăхне ỹстерме, тымара çĕртекен чирсемпе кĕрешме пулăшать. Çут çанталăка та, ĕçлекенсен сывлăхне те сиен кỹмест. "Планириз" препаратпа пĕтĕм тĕрлĕ вăрлăха сиплеме юрать. Ку шута тĕш тырă, çĕр улми, помидор, хăяр тата ытти пахча çимĕç культурисем те кĕреççĕ. Укçа-тенкĕ енчен те ытти имçамсемпе танлаштарсан самаях йỹнĕ тăрать. Пĕр гектар валли вăрлăх имçамлама 10-12 тенке кăна кайса ларать. Паянхи куна пирĕн районти хуçалăхсенче вăрлăхсене сиплемелли имçамсем кỹрсе килнĕ те ĕнтĕ. Ку шутран "Урмарская" кайăк-кĕшĕк фабрикинче 220 тонна вăрлăх имçамламалăх "Комфорт", "Арабоси" агрофирма "Премис", "Максим" ятлă имçамсем хатĕрлесе хунă. Çак кунсенче "Родина", "Шигали", "АгроВладина" хуçалăхсем имçамламалли хатĕрсем пирки яваплă операторсем урлă килĕшỹсем тума хатĕрленеççĕ.

Ытти хуçалăхсенче вара вăрлăха имçамлама шутламаççĕ те. Вăрлăха акиччен маларах имçамламаллине агрономсем лайăх ăнланаççĕ. Çавăнпа кăçал çак ĕçе вăхăтра пурнăçлама тăрăшасчĕ.

Н. СЕМЕНОВ,
ỹсен-тăрансене хỹтĕлессипе
ĕçлекен районти станци
начальникĕ.


12 апреля 2006
00:00
Поделиться