Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ырă ячĕ ĕмĕр пурăнĕ

о Асăну

Ырă ячĕ ĕмĕр пурăнĕ

Арапуç ялĕнчен пĕр çамрăк каччăна хĕсмете тухса кайнă чух пил парса ăсатни ĕмĕрлĕхех пулчĕ, каялла таврăнмашкăн çулĕ пулмарĕ унăн. Çакă ашшĕ-амăшĕшĕн, аппăшĕсемпе йăмăкĕсемшĕн, тăванĕсемшĕн, ял-йышшăн калама çук синкерлĕн çаврăнса тухрĕ.

Чечен Республикинчи хĕрỹ вырăнта Алханюрт çывăхĕнче пуçне хунă Вячеслав Иванович Иванова хисеплесе йĕркеленĕ асăну каçĕ Арапуçĕнчи историпе краеведени музейĕнче иртрĕ. Кунта унăн çывăх тăванĕсем, пĕрле вĕреннĕ ачасем, вĕрентекенсем пуçтарăннă.

Музей директорĕ А.Викторова чи малтанах Славикăн хĕсмете каяс умĕнхи тапхăрĕ çинче чарăнчĕ.

Салтак ячĕ тухсан Вăрмарти çар ĕç комиссариатĕнчен повестка килсен çĕр-шыв умĕнчи тивĕçне пурнăçлама тухса каять. Чечен Республикинче Новочеркасск хулинче 3659-мĕш чаçре тăрать, ăна "Паттăрлăх" орденĕпе наградăлаççĕ. Рядовой В.Иванов шофер пулнă, 2001 çулхи январĕн 3-мĕшĕнче Алханюрт çывăхĕнче хăйĕн хĕсметри тивĕçне пурнăçланă чухне пуçне хурать. Вилĕм карточки çине çапла çырнă: "Погиб при нападении боевиков на колонну автомашин в районе Алханюрт, ведя неравный бой с террористами, получил взрывчатое ранение в голову и грудь".

Кĕçех ăна цинк тупăкĕпе тăван яла илсе килеççĕ. Шăп 2001 çулхи январĕн 19-мĕшĕнче, хăйĕн çуралнă кунĕнче, Турă шыв аннă кун, унпа ĕмĕрлĕхех сыв пуллашса юлашки çула ăсатаççĕ.

Славикăн сăнĕ пирĕн асăмăрта яланах çутă, ырă. Хĕр пекех сăпайлăччĕ вăл. Тĕл пулакана сывлăх сунмасăр иртместчĕ. Ашшĕ-амăшне сума сăватчĕ, çут çанталăка, пирĕн "кĕçĕн туссене" юрататчĕ. Акă салтакра чух шăрçаланă çырăвĕсенче çапларах йĕркесем пур: "Ан çиллен мана, анне, эпĕ Сире çуралнă кунпа саламлама ĕлкĕреймерĕм. Çавăнпа та халĕ чунтан саламлатăп...

Манăн йытă çури Тузик епле пурăнать унта? Малтанхи çырура эсир Тузик çинчен темшĕн-çке нимĕн те çырман... Пурне те манран пысăк салам калăр, çулталăк ытларах çеç юлчĕ ĕнтĕ, таврăнăп..."

Ашшĕ пекех йывăçран тем тепĕр ăсталама çав тери маттурччĕ вăл. Ылтăн аллисемпе ăсталанă пĕчĕк пуканĕ те кунтах. Кантăк рамисем те тумашкăн хăнăхса пыратчĕ ĕнтĕ. Анчах...

9 класра вĕренекенсем: "Пире вăрçă кирлĕ мар, эпир тăнăç пурнăçшăн, вăрçă ан тухтăрччĕ нихăçан", - терĕç сăвă йĕркисенче. Унтан Вячеслава мĕн шкултан вĕренсе тухиччен пĕлỹ панă класс руководителĕ пулнă Н.Петрова сăмах илчĕ. Аса илмелли темĕн чухлех пулчĕ унăн, ырăпа кăна асра юлнă Славик.

Юрă-кĕвĕ ăсталăхне алла илме пулăшакан Е.Краснова тĕлĕнмелле романссем шăрантарчĕ.

Амăшĕ ывăлĕн çырăвĕсемпе, асăнмалăх ỹкерттернĕ сăн ỹкерчĕкĕсемпе паллаштарчĕ, вĕсене пуçтарса ятарлă альбом уçма палăртрăмăр.

И. АНТОНОВА,
обществăлла корреспондент.

Арапуç ялĕ.



12 апреля 2006
00:00
Поделиться