Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Кайăк грипне хирĕç - вакцинаци

о Актуаллă

Кайăк грипне хирĕç - вакцинаци

Çуркунне çитнĕ май кайăк грипĕ çинчен пур çĕрте те калаçаççĕ. Кăнтăртан вĕçсе килекен кайăксемпе пĕрле çак чир пирĕн тăрăха çитесрен пурте шикленеççĕ. Ку енĕпе кĕрешессипе тата асăрхаттарассипе эпир районта тахçанах ĕçлеме тытăннă темелле. Тĕрлĕ мероприятисемпе ăнлантару ĕçĕсене тăватпăр. Çапла вара кăçалхи апрелĕн 14-мĕшĕнчен пуçласа районти кайăк-кĕшĕке вакцинаци тума тытăнатпăр. Ку ĕçе чи малтанах "Урмарская" кайăк-кĕшĕк фабрики çывăхнерех вырнаçнă ялсенчи тата Вăрмар поселокĕнчи çынсен хуçалăхĕсенче ирттеретпăр. Вакцинаци тунине районти патшалăх ветеринари служби тĕрĕслесе тăрать. Вакцинацине кайăк-кĕшĕкĕн чĕрĕ виçине пăхса тăваççĕ. Тĕслĕхрен, пĕчĕкрех вĕçен кайăксем (чăх-чĕп, кăвакарчăн) валли - 0,2 мл, вăтам виçеллисене (кăвакал, хур) - 0,5 мл, шултрисене (страуссем) - 1,0 мл кирлĕ пулать. Вĕсене мăйĕ тĕлĕнчен ỹт айне яраççĕ. Пĕр пуç кайăк-кĕшĕке вакцина тума 10 тенкĕ тỹлемелле пулать. Ку шута укол тумалли шприц, вата, спирт, унсăр пуçне автомашинăпа киле пынăшăн бензин хакĕ кĕреççĕ. Çапла вара вакцинаци тумасăр пĕр хуçалăх та айккинче тăрса ан юлмĕ.

Л. ЩУКИНА,
районти тĕп ветеринари инспекторĕ.


12 апреля 2006
00:00
Поделиться