Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Наркотиксене хирĕç

о Сывлăх

Наркотиксене хирĕç

Шел пулин те, наркомани чирĕ Чăваш Енре пурăнакансемшĕн ют мар. Çак чире пулах Раççейре кашни çулах 70 пин таран çын вăхăтсăр пурнăçран уйрăлать. Çамрăксенчен нумайăшĕ çак серепене лексе усал чиртен хăтăлаймасть. "Шурă" порошок этем организмне мĕнле сиенлĕ витĕм кỹнине ăнлантарса парасси тỹрремĕнех ашшĕ-амăшĕсенчен, вĕрентекенсенчен килет. Çавăнпа та наркотик хатĕрĕсене сарассине, упрассине тата усă курассине хирĕç кĕрешсе çамрăк ăрăва хăрушă чиртен асăрхаттарас тĕллевпе районта комисси ĕçлет. Çапла иртнĕ ытларикун район администрацийĕн вĕрентỹ тата çамрăксен политикин пайĕнче комисси членĕсен ларăвĕ иртрĕ. Ларăва райадминистрацин пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен заместителĕ, вĕрентỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ, комисси председателĕ Ю.Соколов ертсе пычĕ. Юрий Васильевич наркомани чирĕ хальхи вăхăтра обществăн "çăпанĕ" пулнине, наркăмăшпа кĕрешмеллине, ачасене, пулас ăрăва сыхласа хăвармаллине каларĕ. Ку енĕпе кăçал - "Ăс-хакăл çутлăхĕн çулталăкĕнче" - районти мĕн пур шкулсенче вĕренекенсем хушшинче наркотик хатĕрĕсемпе усă куракансене тупса палăртас тĕллевпе анкетировани, калаçусем ирттернĕ, çивĕч ыйтăва татса пама районти тĕрлĕ Программăсем йышăннă тата ытти те.

Çавăн пекех ларăва хутшăннă комисси членĕсем 2006 çулхи ĕç планне йышăнчĕç, Чулкас ял поселенийĕ çумĕнче ĕçлекен профилактика Совечĕн ĕçĕ çинчен администраци пуçлăхĕ И.Сергеев тухса калаçрĕ.

Юлашкинчен, наркотиксене хирĕç кĕрешессипе ĕçлекен комисси районти поселенисен пуçлăхĕсемпе, вĕрентỹ, культура учрежденийĕсен ĕçченĕсемпе çыхăнса ĕçлемеллине, пирус туртассине, эрех-сăра ĕçсе ашкăнассине, наркăмăшпа усă курассине хирĕç кĕрешмеллине, "Çамрăксем - сывă пурнăç йĕркишĕн" акцие хутшăнса çамрăк ăрăва спорт занятийĕсене явăçтарас пирки калаçрĕç.

В. ГУРЬЕВА.



12 апреля 2006
00:00
Поделиться