Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Патшалăх пулăшăвĕ - хресченĕн малашлăхĕ

о Наци проекчĕ

Патшалăх пулăшăвĕ - хресченĕн малашлăхĕ

Чăваш Енĕн 2010 çулчченхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн стратегийĕнче палăртнă çул-йĕрсемпе планланă кăтартусем Раççей Президенчĕ палăртнă пысăк пĕлтерĕшлĕ наци проекчĕсемпе пĕр килнине палăртнă. Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров ЧР Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче наци проекчĕсем пирĕн республикăра пурнăçланса пыраççĕ. Наци проекчĕпе килĕшỹллĕн фермер (хресчен) тата уйрăм хушма хуçалăх тытакан çынсен хуçалăхĕсем аталанса кайма çăмăллăхлă, процентсăр укçа-тенкĕ кредичĕ параççĕ. Ку кредита уйрăм хушма хуçалăхсем 300 пин тенкĕ таран, фермер (хресчен) хуçалăхĕсем 3 миллион тенке яхăн кредита 2 çуллăха илме пултараççĕ. Унпа минераллă удобренисем, ядохимикатсем, пĕрчĕллĕ культурăсен тата çĕр улмин вăрлăхĕсене, выльăх апачĕ, ветеринари препарачĕсем, çамрăк выльăх, запас пайсем, çунтармалли-сĕрмелли материалсем туянмалла пулать. Унсăр пуçне 5 çулта парса татмалли кредита выльăх-чĕрлĕх туянма, вĕсен витисене юсама, çĕнĕрен тума, унта шыв, газ тата электричество кĕртме, ял хуçалăх техники туянма уйăрса параççĕ.

Енчен те эсир 30 пин тенкĕ кредит илес тесе шутлатăр пулсан сире поручитель кирлĕ мар, 30 пинрен пуçласа 150 пин тенкĕ таран - пĕр поручитель, 150 пинрен 300 пин тенкĕ таран илес тесен икĕ поручитель кирлĕ пулать. Кредит илес текен хушма хуçалăх пуçлăхĕн салук (залог) хумалла пулать. Салук валли 8 уйăха çитмен мăйракаллă шултра выльăхсем, самăртма хупнă вăкăрсем, сыснасем, сурăхсем, лашасем, качакасем, çăмăл тата груз турттаракан автомашинăсем, тĕрлĕрен ял хуçалăх техники кĕреççĕ. Салука мĕн хурса хăвармаллине пăхнă чухне кредит укçипе туянас текен ял хуçалăх техникине, выльăхсене уйрăмах шута илме тăрăшаççĕ.

Камсем илме пултараççĕ-ха çак кредитсене, мĕнле документсем хатĕрлемелле, чи малтан кам патне, ăçта каймалла?

Кредит парăмĕ тỹлесе талнă çĕре 65 çултан иртменнисем ку укçа-тенкĕне пурте илме пултараççĕ. Унсăр пуçне çын фермер (хресчен) тата хушма хуçалăха йĕркеллĕ тытса пыма пултарнине, ял хуçалăхĕнче туса илнĕ продукцине сутса тупăш кĕрсе тăнине тата ыттине те пăхаççĕ.

Кредит илес текенĕн чи малтан ял тăрăхĕн пуçлăхĕ патне пымалла. Хушма хуçалăхĕ малалла аталанса кайтăр тесе мĕн туянас тата мĕнле ĕçсем туса ирттерессине ял тăрăхĕн пуçлăхне пĕлтермелле. Вăл сире мĕнле документсем кирли çинчен ăнлантармалла. Вĕсен хушшинче: рекомендаци (ходатайство-ыйтса çырни) - ăна ял тăрăхĕн пуçлăхĕ çырса алă пусса парать:

- çемьери кашни çыннăн паспортне (камăн пур) кашни страницине ксерокопи тутармалла;

- кредит илме ятарлă хатĕрленĕ формăпа заявка çырмалла. Çак хутсене пурне те ял тăрăхĕнче хатĕрлесе памалла. Унсăр пуçне налук органĕнче учета тăратнă свидетельство (ИНН) тата патшалăх пенси страхованийĕн свидетельстви;

- кил-çурт таврашĕнчи çĕрĕн патшалăх çĕр акчĕн ксерокопийĕ;

- уй-хирти - арендăри 1 гектар таран хушса панă çĕрĕн ял администрацийĕ кăларнă хушăвĕн выписки.

Енчен те çемьере ватă çын пурăнать, çĕр унăн ячĕпе шутланса тăрать пулсан та, килте пурăнакан ачи (çĕр ун çинче тăмасть пулин те) кредит илме пултарать, мĕншĕн тесен ашшĕ е амăшĕ пурпĕрех созаемщик пулаççĕ. Кредит илекенĕн е поручитель пулакан упăшки тата арăмĕ, ачисем - ĕçлеççĕ пулсан, ĕç вырăнĕнчен юлашки 6 уйăхшăн ĕç укçи мĕн чухлĕ илни çинчен пĕлтерекен ятарласа хатĕрленĕ справка илмелле. Çакăн пек справкăнах пенсионерсен районти пенси фондĕнче ачасемшĕн укçа-тенкĕ илетĕр пулсан районти социаллă хỹтлĕх пайĕнче çыртармалла. Ятарласа хатĕрленĕ справка формине ял тăрăхĕн администрацийĕнче параççĕ. Çавăн пекех ял тăрăхĕнче анкета-паспорт заемщика (поручителя) çыраççĕ. Çак хута çырма ял тăрăхĕнче ĕçлекен специалистсем пулăшмалла. Кунта хушма хуçалăхра тата фермер (хресчен) хуçалăхĕнче мĕнле ỹсен-тăрансем çитĕнтернине, мĕнле выльăх-чĕрлĕх усранине пĕтĕмпех шута илмелле. Çавăн пекех анкета-паспорта поручительсен те çырмалла.

Кредит илес текенĕн çỹлте асăннă хутсене Шупашкарти "Россельхозбанк" уçă акционерлă обществăна кайса памалла. Ун хыççăн вĕсем кредит килĕшĕвне çыраççĕ те ятарласа счет уçаççĕ. Кредитăн 95 процентне федераци бюджетĕнчен, 5 процентне республика бюджетĕнчен каялла тавăрса параççĕ (субсидилеççĕ). Çапла вара кредит процентсăр пулать. Кредит илекенĕн банка 2 процент кăна тỹлеме тивет.

"Россельхозбанк" уçă акционерлă обществăсăр пуçне çитес кунсенче çỹлте асăннă кредита хамăр районти перекет банкĕнче те пама пуçлаççĕ. Халĕ вĕсем кредит илес текенсенчен заявкăсем пуçтараççĕ. Кредит илес текенсен тĕрлĕ ыйтусем килсе тухсан, вĕсене татса парас тесен райадминистрацин "хĕрỹ лини" - 2-19-75 телефонпа шăнкăравласа пĕлмелле.

Патшалăх уйăрса паракан çăмăллăхлă кредит ял хуçалăхне аталанма пулăшасси куç кĕрет. Апла пулсан ялта пурăнаканăн хăйне шанма, ĕненме вăхăт çитрĕ, малалла чавса тавăрса ĕçлемелли кăна юлать. Патшалăх пулăшăвĕ хресченĕн малашлăхĕшĕн пултăрччĕ.

Н. ВАСИЛЬЕВ,
район администрацийĕн
тĕп специалисчĕ.



12 апреля 2006
00:00
Поделиться