Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ракетăсен конструкторĕ

о Апрелĕн 12-мĕшĕ - космонавтика кунĕ

Ракетăсен конструкторĕ

Хĕрлĕçыр ялĕнче çуралса ỹснĕ, халĕ Мускавра пурăнакан Александр Федорович Федорова ял-йышсем ырăпа кăна аса илеççĕ, унăн пултарулăхĕпе чăннипе мухтанаççĕ. Хресчен ачи хăйĕн пурнăçне космоспа çыхăнтарни вĕсене тивĕçлипе савăнтарать. Шăхальти вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн вăл Хусанти авиаци институчĕн радиотехника факультетне вĕренсе пĕтерет те радиоинженер специальноçне илет. Çамрăк специалиста çав çулах Мускав облаçĕнчи Фрязино хулине наукăпа тĕпчев институтне ĕçлеме яраççĕ. Кунта инженер-конструктор инçерен кăтартакан радиолокаци станцийĕнче усă куракан çав тери хăватлă электровакуумлă магнетон приборĕсене тĕпчес ĕçре вăй хурать. 1960 çулта Мускав облаçĕнчи Калининград хулинчи Хĕç-пăшаллă Вăйсен промышленность министерствин наукăпа тĕпчев институтне вĕренме кĕрет. Пирĕн ентеш нумай çул стратегиллĕ тата космос ракетисемпе аппарачĕсене улăхтаракан вĕçев системине çĕнетсе лайăхлатас тĕлĕшпе вăй-хала шеллемесĕр тăрăшать. Ракетăпа космос техники питех те вăйлă аталаннă тапхăрта пултаруллă ученăй ракетăпа космос карапĕсем хатĕрлекен хамăр çĕр-шыври предприятисене чи кирлĕ сĕнỹсем парать тата "Байконур", "Плесецк" космодромсенчи мĕн пур ĕçсене хутшăнать.

1967 çултанпа Александр Федорович Раççейри космос агентствин Мускаври машинăсем хатĕрлекен министерствăн конструктор бюровĕнче ракетăпа космос техникине тĕпчес тата çĕнетсе лайăхлатас ĕçре ертсе пыракан конструктор должноçĕнче вăй хурать. Пенсие тухнă хыççăн та патшалăхăн "Плесецк" космодромĕн автоматизациленĕ информаципе вĕçев системине йĕркелекен тĕп конструкторĕнчех пултарулăх кăтартать. Унăн ятне предприятин Хисеп кĕнекине кĕртнĕ.

Чи пысăк наградăсем хушшинче Александр Федоров конструкторăн кăкăрĕ çинче "Ĕçри хастарлăхшăн", "Ĕç ветеранĕ" медальсемпе "Байконур строителĕ", "Космос ĕмĕрне-25 çул", "Байконурăн çар строительствине - 35 çул", "К.Э.Циолковский тата космонавтика идейисене пропагандăлама активлă хутшăннăшăн" знаксем ялкăшаççĕ.

А. ХОВАНСКИЙ,
Раççей Журналисчĕсен союзĕн членĕ.


12 апреля 2006
00:00
Поделиться