Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ĕç шавĕ вăй илет

о Пахалăх

Ĕç шавĕ вăй илет

Пахалăх сăмаха эпир ку е вăл продукцие туса кăларакансем хăйсен ĕçне тимлесе пурнăçланине, ГОСТ требованийĕсене çирĕп пăхăнса пынине калатпăр. Акă республикăри "Чăваштоппром" унитарлă предприятин Вăрмарти филиалне илер-ха. Кунта иртнĕ çул уçăлнă çĕвĕ цехĕн ĕçченĕсем изделисене пахалăхлă çĕлессишĕн тăрăшаççĕ. Хăйсен ăста аллисемпе вырăн пуххи, хĕрарăмсем валли халатсем, ал шăллисем, саппунсем тата ытти те çĕлеççĕ. Халĕ вара Е.Матвеева мастер, К.Миронова, Т.Петрова, М.Павлова çĕвĕçсем шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем валли ĕç костюмĕсем кăларассипе вăй хураççĕ. Йышĕ пĕчĕк пулин те ĕçĕ курăмлă. Иртнĕ çул çак цех 162 пин тенкĕлĕх продукци туса кăларнă. Вĕсем туса кăларакан продукци складра вăрах выртмасть, тỹрех сутăнать.

"Нумаях пулмасть райадминистрацин вĕрентỹ тата çамрăксен политикин пайĕ "Романтика" лагерь валли çĕлеме панă заказа - 100 штук вырăн таврашне пурнăçларăмăр. Вĕсем те пирĕн ĕçпе кăмăллă пуласса шанатпăр", - тет Е.Матвеева мастер.

Ĕç укçине вăхăтра тỹлеççĕ-и тесе ыйтсан, кунти рабочисем ку енĕпе пĕрре те кỹрентерменни пирки палăртрĕç. Ĕçпе пĕрлех культурăллă канăва йĕркелесе янине те асăнса хăварчĕç. Çитес вăхăтра производствăна анлăлатас тĕллев лартнă.

З. ПАВЛОВА.



15 апреля 2006
00:00
Поделиться