Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Алла-аллăн тытăнса ĕçлемелле

о Çур акине хатĕрленсе

Алла-аллăн тытăнса ĕçлемелле

Çак кунсенче "Урмарская" кайăк-кĕшĕк фабрикинче "Çуракине хатĕрленсе ăна ăнăçлă ирттерес" темăпа районти канашлу-семинар иртрĕ. Унта Вăрмар район пуçлăхĕ В.Кириллов, райадминистрацин ял хуçалăхпа экологи пайĕн пуçлăхĕ Л.Петров, райпо Канашĕн председателĕ К.Никитин, ял хуçалăх пайĕн специалисчĕсем, хуçалăх ертỹçисем, тĕп инженерсемпе агрономсем, Вăрмар районĕнчи "Гостехнадзорăн" тĕп инспекторĕ хутшăнчĕç.

Семинар "Урмарская" кайăк-кĕшĕк фабрикин машинăпа трактор паркĕнче пуçланчĕ. Техникăна çуракине ирттерме мĕнле хатĕрленнипе хуçалăхăн тĕп инженерĕ Ю.Никоноров паллаштарчĕ. Фабрикăри пур трактор та çуракине хатĕр. Кăçал пĕрлештернĕ 4 культиваторпа çĕре кăпкалатма палăртнă, сỹреленĕ çĕрте 5 агрегат ĕçлĕ. Çакна та палăртмалла - техникăна юсанă чухне нумай пайсене Киввăрмарсем хăйсемех ăсталанă. Çавăнпа та ку енĕпе те ытти хуçалăх ертỹçисен нумай ыйтусем пулчĕç. Уйрăмах, "Арабоси" агрофирма ертỹçи Г.Тимофеев кăсăкланчĕ. Ара, хуçалăх мĕнле ăнăçлă аталанать - çавăн чухлĕ ыйту. Вĕсем çине хуçалăх ертỹçи Н.Петров, тĕп специалистсем те тĕплĕ хуравсем пачĕç. Çав хушăрах техникăна çуракине хатĕрлессипе паркра хĕрỹ ĕç пычĕ.

Механизаторсем те, водительсем те, слесарьсем те - пурте ĕçре. Тăрăшма сăлтавĕ те пур - каннă хушăра кĕрсе ларма ятарлă пỹлĕм, ĕç хыççăн çăвăнма душ, сауна тунă парк территоринчех.

Малалла сăмах тĕш-тырă вăрлăхне хатĕрлесе ăна упрасси пирки вăрлăх складĕнче пычĕ. Паллах, кунта çĕннине пĕлмелли сахалах мар. Пысăк та таса зданире - кондицие ларнă тĕш-тырăн уйрăм-уйрăм куписем. Тĕп агроном В.Нарзаев вăрлăха çур аки валли епле хатĕрленине тĕплĕн ăнлантарса пачĕ. Пĕлтĕр тыр-пул тухăçлăхĕ вăтамран 31,2 центнер пулнинчен тĕлĕнме кирлĕ те мар, мĕншĕн тесен вăрлăхĕ пахалăхлă. Çĕрпе агротехника ыйтнă пек килĕшỹллĕ усă кураççĕ.

Семинар-канашлăвĕн пленарлă пайĕ кайăк-кĕшĕк фабрикин канашлу залĕнче иртрĕ. Ăна райадминистрацин ял хуçалăхпа экологи пайĕн пуçлăхĕ Л.Петров уçрĕ. Чи малтанах хуçалăхăн тĕп экономисчĕ Е.Комарова пĕлтĕрхи кăтартусемпе, кăçал тумалли ĕçсемпе паллаштарчĕ. Н.Петров директор хуçалăх пурнăçĕ пирки тĕплĕн ăнлантарса пачĕ, техника базине пуянлатасси мĕнле йывăрлăхсемпе çыхăннине палăртрĕ. "Патшалăхăн ял хуçалăхĕ çине тимлĕрех пăхмалла" - тĕп шухăш çакă пулчĕ вăл тухса каланă сăмахран. Ун хыççăн райадминистрацин ял хуçалăхпа экологи пайĕн специалисчĕсем Н.Николаев, М.Федоров, Вăрмар районĕнчи "Гостехнадзорăн" тĕп инженер-инспекторĕ В.Николаев, вăрлăх инспекцийĕн начальникĕ Л.Захарова, социаллă хỹтлĕх пайĕн ертсе пыракан специалисчĕ Ю.Иванов, "Сельхозэнерго" предприятин директорĕ Г.Матвеев тухса калаçрĕç, хумхантаракан ыйтусене хускатрĕç.

Семинар-канашлăва Вăрмар район пуçлăхĕ В.Кириллов пĕтĕмлетрĕ.

"Район аталанăвĕ эпир мĕнле ĕçленинчен килет. Хальлĕхе мухтанмалли çукрах. Анчах тăрăшса, ял хуçалăх предприятийĕсемпе ял тăрăхĕсем алла-аллăн тытăнса ĕçлесен çитĕнỹсем пулĕç", - терĕ вăл.

В. ТОЛМАТОВ.



15 апреля 2006
00:00
Поделиться