Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министрĕ А.В. Гордеев муниципалитет тытăмĕсен администрацийĕсен пуçл&

Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министрĕ
 А.В. Гордеев муниципалитет тытăмĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсене "Агропромышленность комплексне аталантарасси" наци проектне пурнăçлас тĕлĕшпе

ЧĔНСЕ КАЛАНИ

Ялăн социаллă проблемисене татса парас, ял хуçалăх территорисене аталантарас, ял халăхне ĕçпе тивĕçтерес, укçа-тенкĕ ĕçлесе илме пулăшас задачăсене татса парас ĕçре хресчен (фермер), уйрăм хушма хуçалăхсем (коллективлă фермер хуçалăхĕсем тата уйрăм çынсен хуçалăхĕсем) тата ытти пĕчĕк хуçалăхсем пысăк вырăн йышăнаççĕ.

"Агропромышленность комплексне аталантарасси" наци проектне пурнăçламалли тĕп мероприятисенче агропромышленность комплексĕнче хуçалăха тытса пымалли пĕчĕк меслетсене аталантарма пăхнă. Çак тĕллевпе наци проекчĕн шайĕнче коллективлă фермер хуçалăхĕсем, уйрăм хушма хуçалăхсем тата ял хуçалăх кооперативĕсем кредитсем илессине ỹстерме тата кредитсене пĕчĕклетме, ял хуçалăх кооперативĕсен хатĕрлев, кирлĕ хатĕрĕсемпе тивĕçтерес тата продукцине сутас енĕпе ĕçлекен организацисене, ял хуçалăх продукцине тирпейлес тĕлĕшпе ĕçлекен ял хуçалăх кооперативĕсене модернизацилеме тата аталантарма палăртнă. "Россельхозбанк" пĕрлешỹ уйăрнă укçа-тенкĕ шучĕпе тин кăна йĕркеленекен тата ĕçлекен ял хуçалăх кооперативĕсене кредитсемпе, çавăн пекех информаци тата методика енĕпе пулăшĕç, çав шутра банк филиалĕсем тата çĕнĕрен уçăлнă хушма офиссем юридици тата финанс пулăшăвĕсем парĕç.

Çакăн пек ĕçлени ял хуçалăх продукцине сутас тата тирпейлес калăпăша ỹстерме, çавăн пекех хресченсемпе фермер хуçалăхĕсем, уйрăм хушма хуçалăхсем тата ял хуçалăх кооперативĕсем йỹнĕ кредитсемпе усă курассине анлăлатма пулăшĕ.

Çав хушăрах, паянхи куна илсен, ялта хăйсем тĕллĕн ĕçлекен ял хуçалăх кооперативĕсем сахал, хăш-пĕр çĕрте вара ял хуçалăх таварĕсем туса илес енĕпе ĕçлекенсене сахал пĕлеççĕ. Çавна пула агропромышленность комплексĕнче ял хуçалăх кооперацийĕ çителĕксĕр аталанать, аграри секторĕнче рынок хутшăнăвĕсене аталанма чăрмантарать.

Çакна шута илсе "Агропромышленность комплексне аталантарасси" наци проектне пурнăçлас тĕлĕшпе ĕçлекен ведомствăсем хушшинчи ĕç ушкăнĕ регионсенчи хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ассоциацийĕсене тата ял хуçалăх кооперативĕсене хутшăнтарса наци проектне ăнăçлă пурнăçлас тĕллевсемпе вăйлăрах ĕçлеме пуçламаллине палăртать. Коллективлă фермер хуçалăхĕсем тата уйрăм хушма хуçалăхсем çитĕнтернĕ ял хуçалăх продукцине сутас ĕçе çăмăллатас тĕллевпе апат-çимĕçпе курттăмăн сутă тăвакан çĕнĕ рыноксем тума тата пуррисене реконструкцилеме, ял хуçалăх продукцине сутма лаптăксем йĕркелеме мерăсем йышăнмалла. Муниципалитет влаçĕпе тата хресчен (фермер) хуçалăхĕсемпе, уйрăм хушма хуçалăхсен, ял предпринимателĕсен союзĕсемпе, ассоциацийĕсемпе тăтăшах çыхăну тытса ĕçлессине йĕркелемелле. Аграри тата ял политикин мерисене хатĕрленĕ чухне пĕчĕк предпринимательство енĕпе ĕçлекенсемпе ял çыннисен интересĕсене туллин шута илмелле.

Мерăсем йышăнни çинчен Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствине пĕлтерме ыйтатăп.

Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи,
"Агропромышленность комплексне аталантарасси" совет çумĕнчи, наци проекчĕсене пурнăçлас тĕлĕшпе ĕçлекен ведомствăсем
хушшинчи ĕç ушкăнĕн председателĕ -
Раççей Ял хуçалăх министрĕ
А.В.ГОРДЕЕВ.


15 апреля 2006
00:00
Поделиться