Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Вут-çулăм ан алхастăр

Вут-çулăм ан алхастăр

Алхасакан вут-çулăм хăрушлăхне, вăл мĕн тери пысăк сиен кỹнине хăшĕ-пĕрисем курнă. Кĕске вăхăтра вăл кил-çурта, япаласене кĕл тăвать. Хăш-пĕр чухне çыннăн пурнăçне те вăхăтсăр татать. Пушар чăннипех те хăрушă инкек. Пирĕн республикăра пушарсем паян кун та час-часах тухаççĕ. Промышленноçпа ял хуçалăх предприятийĕсем, выльăх-чĕрлĕх фермисем, складсемпе магазинсем çуна-çуна каяççĕ.

Унăн сăлтавĕ пĕрре - çынсен тимсĕрлĕхĕ, пушартан хỹтĕленмелли правилăсене пăхăнманни. Кăçал пирĕн районта 8 пушар тухнă, унта çыннăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă тĕслĕх пулман. Тăкакĕ - 14600 тенкĕлĕх. Пĕлтĕр çак вăхăта 15 пушар пулнă, унта 7 çыннăн пурнăçĕ татăлнă. Тăкакĕ - 250000 тенкĕлĕх. Вут-çулăма алхасма памасăр вăхăтра сỹнтересси нумай чухне хамăртан килет: вăхăтра пушар хуралне шăнкăравлани, пушар хурал çыннисене кĕтсе илсе тĕрĕс çул кăтартса сỹнтерме пулăшни, ял тăрăхĕсенче çулсене тасатни тата ытти те.

Районти пушар хуралĕнче 2 пушар машини яланах хатĕр, юсавлă тăраççĕ. Ялсенчен пушар инкекĕ пирки пĕлтернĕ пулсассăн, пĕр машини çийĕнчех тухса каять, поселока вара - иккĕшĕ те. Районти хăш-пĕр ялсем аякри вырăнта вырнаçнă, çавăнпа та çитме йывăр. Хăшĕ-пĕрисен вырăнти пушар командисем ĕçлемеççĕ. Пушар тухрĕ пулсан, çынсем хăйсенех, пушарçăсем çитессе кĕтсе тăмасăрах, вут-кăварпа кĕрешме, ăна сỹнтерме тăрăшмалла, айккинче тăрса юлмалла мар. Пĕлсе, çине тăрса ĕçлени пысăк усă кỹрет.

Районти пушар хуралĕ Чăваш Республикинчи Раççей Федерацийĕн чрезвычайлă лару-тăру министерствин тĕп управленийĕ ирттерекен тĕрлĕ ĕçсене хутшăнать. Пушар сỹнтерме кăна мар, тĕрлĕ кĕтмен йывăр авари е ытти чрезвычайлă лару-тăрура пулма тивет. Авари е пысăк хăрушлăх пулсан телефонпа районти пушар хуралне 01 номерпе шăнкăравласа пĕлтермелле.

Пушар ан тухтăр тесен, пурин те пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене çирĕп пăхăнмалла, унăн тискерлĕхĕ çинчен пĕр çеккунтлăха та манмалла мар.

В. ХОВАНСКИЙ,
районти Госпожнадзор начальникĕ.


15 апреля 2006
00:00
Поделиться