Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Черетлĕ планеркăра

о Вырăнти хăй тытăмлăх

Черетлĕ планеркăра

Район пуçлăхĕ В.Кириллов йăлана кĕнĕ тунтикун ирттернĕ планеркăна федераллă тата республика шайĕнчи патшалăх тытăмĕн органĕсен руководителĕсем тата муниципалитет ĕçченĕсем хутшăнчĕç.

Унта чи малтанах иртнĕ эрнере тата пĕрремĕш кварталта туса ирттернĕ ĕçсене пăхса тухрĕç. Пĕтĕмĕшле илсен, кăçалхи пĕрремĕш кварталта, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, налук пухмалли плана 120 процент пурнăçланă. ЧР Министрсен Кабинечĕпе тунă килĕшĕве пурнăçласа аш-какай, сĕт, çăмарта туса илес енĕпе умри тĕллевсене ирттерсе пурнăçланă. Çав вăхăтрах туса çитерейменнисем те сахал мар, вĕсене пурнăçлама çине тăрса вăй хумалла.

Поселока тата ялсене тирпей-илем кĕртме хутшăнасси канашлура тĕп вырăнта пулчĕ. "Тирпей-илем кĕртессине вăхăтăн-вăхăтăн туса пыни çителĕксĕр, çак кирлĕ ĕçе кашни кун хутшăнмалла, унта пурне те явăçтарма тăрăшмалла. Тăван тавралăх илемĕ хамăршăнах кирлĕ", - терĕ Вячеслав Николаевич.

Кăçалхи апрелĕн 11-13-мĕшĕсенче район пуçлăхĕ В.Кириллов Чăваш Республикин делегаци составĕнче Ярославль облаçĕнче пулнă, Некрасовăри муниципаллă районăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă. Планеркăра коллегăсен ырă енĕсем çинчен каласа кăтартрĕ.

Хальхи вăхăтра ял ĕçченĕсем умĕнче тăракан тĕп задачăсенчен пĕри вăл - çур акине тĕплĕн хатĕрленсе ăна тивĕçлĕ шайра ирттересси. Çавăнпа та ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен ял хуçалăх техникине юсас, паха вăрлăх тата çунтармалли-сĕрмелли материалсем хатĕрлес енĕпе хуçалăхсенче мĕнле тăрăшнине тĕрĕслесе пулăшсах тăмалла.

Çавăн пекех планеркăра район пуçлăхĕн заместителĕсемпе пайсен пуçлăхĕсем тухса калаçрĕç.

А. ХОВАНСКИЙ



19 апреля 2006
00:00
Поделиться