Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Халăхпа хапхана та вĕрсе уçма пулать

Халăхпа хапхана та вĕрсе уçма пулать

Раççейре пыракан административлă реформа тата вырăнти хăй тытăмлăх реформи йĕркелес тапхăр хыçа юлчĕ темелле. Халĕ çанна тавăрса, пуçа шухăшлаттарса ĕçлемелле те ĕçлемелле. Вырăнти влаçăн çĕнĕ тытăмне йĕркелени общество тата экономика енчен кирлĕ ĕç. Шел пулин те граждансенчен нумайăшĕ çын шучĕпе пурăнма хăнăхнă. Çавăнпа та чи малтан Чăваш Республикин Президенчĕ ЧР Патшалăх Канашне янă Çырура "Çĕнĕлле шухăшламалла, пултаруллă ĕçлемелле" тенине çирĕп тытса пымалла. Ăс-хакăл вăй-хăватне ỹстерсе пырассине халăх хушшинче ăнлантармалла, вăл ăна тĕрĕс йышăнтăр тесе тăрăшмалла. Унсăрăн пурнăç йывăррăн малалла кайĕ.

"Агропромышленность комплексне аталантарасси" наци проекчĕ ял хуçалăхне ура çине тăма пулăшасса çирĕппĕнех шанать ял халăхĕ. Пирĕн "Яниковское" хуçалăх панкрута тухас тапхăрта. Ку вара пирĕн тăрăх территорийĕнче пурăнакансене çав тери пăшăрхантарать. Çавăнпа та чылайăшĕ килте хушма хуçалăх тытса майлаштарса пурăнасшăн. Хăшĕсем фермер (хресчен) хуçалăхĕ те йĕркелесшĕн. Ку енĕпе халĕ патшалăх та çăмăллăхлă кредитсем парса пулăшать. Уйрăм килти хуçалăха аталантарас тĕллевпе кредит илес текенсем Урнарпа Саруйĕнче 5 çын, Карăкçырмапа Пысăк Енккассинче - 5. Халĕ вĕсем çак ĕçе вĕçне çитерессипе тăрăшаççĕ. Ипотека майĕпе те чылайăшĕ кил-çурт çавăрма укçа-тенкĕллĕ пулчĕç. Ку укçасене ĕçлеме ỹркенмен çынсене кăна параççĕ. Ĕçлемесĕр çын шучĕпе пурăнас шухăшлисене, эрех-сăрапа туслисене ку ырлăх лекместех ĕнтĕ. Хăй вăхăтĕнче "Яниковское" хуçалăхра ырми-канми вăй хуракансем каялла тавăрса памалла мар укçа-тенкĕ те илме пултарчĕç. Тĕслĕхрен: В.Алексеев - тракторист, Т.Филиппова рабочи, Н.Никонорова агроном-бригадир тата ыттисем те. Çак майпа 5 çемье кил-çурт çавăрчĕç.

Кĕçех ял хуçалăх çыравĕ çитет. Çавна май халăх хушшинче ăнлантару ĕçĕсене тăтăшах ирттеретпĕр. Урамсен ячĕсене, çуртсен номерĕсене çĕнетсе çырса çакнă. Çырав кĕтесĕ те пур. Паянхи куна илсен ял тăрăхĕнче электроэнергипе усă курнăшăн укçа-тенкĕ куçарса парассипе сăкăлтăксем килсе тухнине пĕтерессишĕн тăрăшатпăр. Ял тăрăхĕн бюджетне налуксем пырса кĕресси те йывăррăн пулса пырать. Пĕтĕмĕшле илсен "йывăр" ыйтусем пирĕн сахалах мар. Çапах та халăхпа пĕрле вĕсене çĕнтерсе пырасса шанас килет. "Халăхпа хапхана та вĕрсе уçма пулать" тенĕ ĕлĕкхи çын.

А. СМИРНОВ,
Пысăк Енккасси
ял тăрăхĕн пуçлăхĕ.



19 апреля 2006
00:00
Поделиться