Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Клиентсен ыйтăвне тивĕçтерме

о Почта

Клиентсен ыйтăвне тивĕçтерме

"Раççей Почти" патшалăх унитарлă предприяти приказĕпе килĕшỹллĕн, апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа Раççейри мĕн пур почта уйрăмĕсем çĕнĕ кун йĕркипе ĕçлеме пуçларĕç. Мĕнпе çыхăннă-ха çакă? Сăлтавне уçăмлатас тĕллевпе районти почтамт начальникĕпе А.Ефремовпа тĕл пулса калаçрăмăр.

- Анатолий Николаевич, çĕнĕлĕхсемпе тĕплĕнрех паллаштарăр-ха?

- Почтамт халĕ ирхине 7 сехет те 30 минутра уçăлать те 21 сехетре хупăнать, вĕсен апат вăхăчĕ те, кану кунĕ те çук.

Пурнăç çĕнĕлле ĕçлеме хистет. Почта çыхăнăвĕнчи улшăнусен тĕллевĕ пархатарлă: халăх ыйтăвĕсене пахалăхлă та вĕсене меллĕ вăхăтра тивĕçтерессишĕн тăрăшатпăр.

Малтан ялти почтăн ĕç графикне вырăнти условисене тата сезона кура çирĕплетнĕ. Халь ялсенчи çыхăну уйрăмĕсем пурте эрнере 5 кун ĕçлĕç (канмалли кунсем - вырсарникун тата шăматкун). Ĕç кунĕ ирхине 7 сехетрен пуçласа каçхине 8 сехетчен тăсăлĕ. Çавна май кашни çыхăну уйрăмĕн апат вăхăтне вырăнти условисене кура çирĕплетеççĕ.

Кунта чи малтанах çакна палăртмалла: çыхăну уйрăмĕсем ирхине ирех уçăлни тата шăматкун ĕçлени клиентсемшĕн меллĕ.

"4 класлă почта уйрăмĕсен ĕç графикне вăрăмлатни - клиентсемшĕн меллĕ ĕç графикĕ сĕнсе Раççей Почта çынсемшĕн тăрăшни. Çав хушăрах çак утăм Раççей Почти халăха пулăшусем парас ĕç-хĕле çĕнетсе улăштарас ĕçе малалла тăсни, предприятине коммерцилизацилессине хăпартни пулса тăрать", - палăртнă "Раççей Почти" патшалăх унитарлă предприятин генеральнăй директорĕ И.А.Сырцов.

А. ИЛЬИН
калаçнă.


19 апреля 2006
00:00
Поделиться