Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Культура ĕçченĕсем канашларĕç

Культура ĕçченĕсем канашларĕç

Районти Культурăпа кану центрĕнче культура ĕçченĕсемпе иртнĕ семинарта ЧР Президенчĕн Н.Федоровăн "Ăс-хакăл çутлăхĕн çулталăкĕ" Указне пурнăçласа ял-хула тăрăхĕсенчи библиотекăсемпе клубсен мероприятийĕсен планне пăхса тухнă. Ку ыйтупа культурăллă программăсен директорĕ Т.Пичкова, районти тĕп библиотекăн директорĕ Г.Алексеева тухса калаçнă. 2006 - 2010 çулсенчи Вăрмар районĕнчи культура аталанăвĕн комплекслă планĕ пирки райадминистрацин культура енĕпе ĕçлекен тĕп специалисчĕ Ю.Максимов чарăнса тăнă. Районта "Леди-Весна" конкурса çитес вăхăтра ирттерме палăртнă.

З. ПАВЛОВА.



19 апреля 2006
00:00
Поделиться