Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Сыхă пулни - чиртен сывалассинчен çăмăлтарах

о Актуаллă

Сыхă пулни - чиртен сывалассинчен çăмăлтарах

Юлашки вăхăтра кайăк-кĕшĕк грипĕ пирки нумай калаçаççĕ. Хальхи вăхăтра çак хăрушă чире (хаçатсенче çырнă тăрăх) 18 çĕр-шывра шута илнĕ иккен. Пирĕн районта та чире хирĕç тĕрлĕ мероприятисем туса ирттереççĕ. Кайăк грипĕнчен вакцинаци тума пуçланă. Паянхи куна илсен Чăваш Республикинче ку чире тупса палăртман, вĕçен кайăксем кăнтăртан вĕçсе килнĕ май грипа пуçаракан вирус пирĕн тăрăха та килсе ерес хăрушлăх пур. Çавăнпа та районти ветеринари станцин ĕçченĕсем тимлĕ те сыхă пулма тăрăшаççĕ. Çак тĕллевпех районти пасара кайăк-кĕшĕк сутма килекенсене пур енĕпе те тĕплĕн тĕрĕслеççĕ. Акă, тĕслĕхрен иртнĕ эрнекунхи пасарта чăх-чĕп сутакансен докуменчĕсемпе районти ветеринари станцийĕн экспертиза врачĕ Г. Эверскова пуринпе те интересленчĕ. Мари Эл Республикинчен тата Ульяновск облаçĕнченех чăх-чĕп сутма килсе çитнĕ. Пурин те сутма ирĕк паракан хутсем пур. Вĕсенче чăх-чĕпсене тĕрлĕ ерекен чирсенчен - "Марека", "Бурсальная", "Ньюкасла" - прививка тунине палăртнă. Кайăк грипĕ хальлĕхе вĕсем патне çитменни савăнтарать.

"Сыхă пулни пуриншĕн те лайăх. Кайăк-кĕшĕк грипĕ хăвăрт сарăлсан вирус инфекцийĕ чăх-чĕпсене, хур-кăвакала, кăрккана тата ыттине те часах ерме пултарать. Чи сисĕмлисем - хурпа кăркка. Шывра ишекен кайăксемпе пĕрле çỹресен вĕсем аптраççĕ. Çавăнпа та чи малтан килти кайăк-кĕшĕке ирĕкрисемпе явăçтармалла мар, хупса усрамалла, сыснасенчен уйрăм тытмалла, уçăлтарма кăлармалла. Кил картишне вĕçсе пынă кайăксене хăваламалла. Гигиена правилисене çирĕп пăхăнмалла", - тесе ăнлантарать чăх-чĕп сутакансене те, туянакансене те районти рынока пăхса тăракан ветеринари врачĕ Г.Эверскова. Сысна çурисем сутакансен докуменчĕсене те тĕплĕн тĕрĕслеççĕ. Аш-какай, сĕт-çу сутакансен те тĕрĕслев витĕр тухма тивет. Ветеринари специалисчĕсем тĕрлĕ ерекен чир-чĕре района кĕртес мар тесе тăрăшаççĕ.

А. НИКОЛАЕВА.



19 апреля 2006
00:00
Поделиться